Питрав кунне паллӑ тӑвас йӑла-йӗрке кунта мӗн авалтан пырать. Иртенпех шӑранакан юрӑ-кӗвӗ упамсасене кӑна мар, юнашар ялсенче пурӑнакансене те илӗртрӗ. Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Кӑҫалхи тӗл пулӑва Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ. Уява чылайӑшӗ чӑваш тумӗпе килни те пӗлтерӗшлӗ. Вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗсем куракансене сцена ҫинчен тӗрлӗ халӑх юрри-ташшипе хавхалантарчӗҫ. Ҫак кун ял хастарӗсене чысласси те йӑлара ҫирӗпленнӗ. Тав ҫырӑвӗсене тивӗҫнисен йышӗнче ҫӗр ӗҫченӗсем, ятарлӑ ҫар операцийӗ валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухакан волонтерсем тата Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен салтаксен ашшӗ-амӑшӗ пулчӗ. Паллах, мӗнле уяв спорт ӑмӑртӑвӗсемсӗр. Лаптӑксенче волейболла, футболла, кире пуканӗ йӑтассинче, армрестлингра, михӗпе ҫапӑҫассинче хӗрӳ тупӑшу пычӗ. Чи кӑсӑкли вара ирӗклӗ майпа кӗрешесси пулчӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнче ку спорт тӗсӗ чи анлӑ сарӑлнисенчен пӗри.
Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсем темиҫе виҫе категорийӗнче тупӑшрӗҫ. Ӑмӑртӑва йӗркелекенсем наградӑсен 10 комплектне выляттарчӗҫ. Хӑйсен вӑйне тӗрӗслеме Чӑваш Енӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 100 ытла атлет килсе ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче профессиллӗ спортсменсем те, ветерансем те, кӗрешӳпе тин ҫеҫ кӑсӑкланма тытӑннисем те пулчӗҫ. Пысӑк ҫитӗнӳ пӗчӗк ҫӗнтерӳрен пуҫланнине палӑртрӗҫ маҫтӑрсем. Абсолютлӑ виҫе категорийӗнче хӗрсем хушшинче Упамсара пурӑнакан Надежда Белкова палӑрчӗ. Вӑлах тӗп парнене - така выляса илчӗ. Иккӗмӗш така та Упамсарах юлчӗ. Ӑна спорт ветеранӗ Василий Филиппов тивӗҫ пулчӗ.
Кӑҫал парне фончӗ 200 пин тенкӗпе танлашрӗ. Мала тухнисене укҫапа пӗрлех хисеп хучӗсем тата медальсем парса чысларӗҫ.
Леонид Петров








