Пӗр-пӗрне юратни пирки вырӑсла, эрменле тата чӑвашла калаҫҫӗ

Шупашкарта тӗрлӗ нациллӗ ҫемье йышлӑ. Вӗсем хӑйсен культурипе йӑла-йӗркине тытса пыраҫҫӗ. Ҫакнашкал мӑшӑрсенчен пӗри - Леонидпа Анаит Николаевсем. Халӑх пӗрлӗхӗн Кунӗ умӗн вӗсемпе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ тӗл пулса ҫывӑхрах паллашрӗ.

"Ҫанталӑк лайӑх чухне ҫемьепе час-часах урама тухатпӑр. Ачасем те, хамӑр та уҫӑлса ҫӳреме юрататпӑр"- теҫҫӗ Николаевсем. Анаит вырӑспа эрменсен йӑхӗнчен тухнӑ пулсан, Леонид - чӑваш. Ҫемьере икӗ хӗр ӳсет - Есения тата Анисия. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыратпӑр, пире кура ачасем те ырӑ йӑласене вӗренсе пыраҫҫӗ, тет кил хуҫи.

Леонидпа Анаит 14 ҫул каялла пӗрлешнӗ. Пысӑк йыш пухса вӗсем туй кӗрлеттернӗ. Хӑнасем уявара чӑваш, эрмен, вырӑс юрри-ташшипе савӑннӑ. Сӗтел ҫинче те тӗрле наци апат-ҫимӗҫӗ пулнӑ. Николаевсем ҫемьере  вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Пысӑк уявсенче тӑвансем пухӑнсан чӑваш тата эрмен юррисене шӑрантарасси йӑлара.  

Леонидпа Анаит иккӗше те тӗнчене илеме объектив урлӑ сӑнлаҫҫӗ. Леонид - видеооператор, Анаит-фотограф. Сӑмах май, ҫак тытӑмра ӗҫлени паллаштарнӑ та вӗсене. Пӗррехинче Леонид Анаит ӗҫлекен фотосалона кӗнӗ те тӳрех унта тӑрӑшакан илемлӗ пикене асӑрханӑ - паллашмасӑр чӑтайман. Ҫавӑнтанпа вӗсем пӗрле. Мӑшӑр Республика кунӗ тӗлне Есенияпа Анисия хӗрӗсене чӑваш наци ҫи-пуҫне тӑхӑнтартса илемлӗ клип ӳкернӗ те интернетра вырнаҫтарнӑ. Ӑна пӑхакансен йышӗ кунсерен ӳсет. Ҫитес вӑхӑтра ҫемье архивӗ валли эрмен тата вырӑс наци костюмӗсемпе клип ӳкерме палӑртаҫҫӗ Николаевсем. 

Анаит ачасене сӑнӳкерме кӑмӑллать. Кӑҫал вӑл пысӑк проект пуҫарнӑ.  Шупашкарта пурӑнакан, тӗрлӗ нациллӗ семьесенче ӳсекен ача-пӑчана ӳкерсе пӗр шухӑшлӑ ӗҫтешӗпе ака уйӑхӗнче Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче курав йӗркеленӗ. Халь Анаит ӗҫӗсем Республика тӳремӗнче хулана илем кӳреҫҫӗ. Проекта пурнӑҫа кӗртме пултарнишӗн вӑл ачасен ашшӗ-амӑшне, юлташӗсене тата мӑшӑрне тав тӑвать. Упӑшки Анаита тӗрев парса тӑрать. Вӑл сӑнӳкерчӗксене компьютерта сехечӗ-сехечӗпе илемлетнӗ вӑхӑтра Леонид ачисемпе выляссине, апат пӗҫерсе кил-ҫурта тирпейлессине хӑй ҫине илнӗ.

Ҫемьере тӗрлӗ наци ҫыннине, культурине хисеплеҫҫӗ. Ҫакна ачасем ӑша хывса ӳсни питӗ лайӑх, теҫҫӗ Николаевсем. Нумаях пулмасть Есения чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланма тытаннӑ - сӑвӑ та вӗреннӗ. 

Леонид каланӑ тарӑх Анаит питӗ тутлӑ пӗҫерет. Вӑл час-часах эрменсен долма, хаш, кюфта апачӗсене хатӗрленине пӗлтерчӗ кил хуҫи. Ачисем те, мӑшӑрӗ те гата ятлӑ печение кӑмӑллаҫҫӗ. Анаит  ӑна час-часах пӗҫерет, хальхинче пылак ҫимӗҫе вӑл урама илсе тухнӑ.

Ҫемьере нихӑҫӑн та ӑнланманлӑх пулман, теҫҫӗ Николаевсем. Пачах урӑхла - ку пурнӑҫа илем кӳрет! Килте кашни кун пӗр-пӗрне вырӑсла, эрменле е чӑвашла юратни пирки пӗлтересси - йӑлана кӗрсе ҫирепленнӗ.

Николаевсем обществӑлла пурнӑҫра хастар. Час-часах ҫемьесем хушшинче иртекен конкурссене хутшӑнаҫҫӗ. Ҫак кунсенче вӗсем Мускавра пулакан тупӑшӑва кайма хатӗрленеҫҫӗ.

Алена Артемкина, Алексей Енейкин