Пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ документ

Вӗренӳ, культура, суту-илӳ учрежденийӗсене хӑрушсӑрлӑх паспорчӗ мӗн тума кирлӗ? Унпа мӗнле усӑ курмалла? Кун пирки журналистсене Росгвардире, Федераци хӑрушсӑрлӑх службинче тата Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинче ӗҫлекенсем каласа кӑтартрӗҫ. 

Хӑрушсӑрлӑх яланах тӗп вырӑнта пулмалла. Уйрӑмах халӑх йышлӑ пухӑнакан ҫӗрте. Ҫак документ шӑпах объектӑн терроризмран хӳтӗленмелли шайне палӑртать. Паспортра ҫурта е унӑн таврашне сӑнлани, пӗр-пӗр пӑтӑрмах тухас пулсан ӑна мӗнле хӳтӗлени пур. Ун тӑрӑх тӗрлӗ служба - полици, ҫӑлавҫӑсем е Росгвардире ӗҫлекенсем - инкек пулсан лару-тӑрӑва туххӑмра хаклама пултараҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх паспортӗнче ҫирӗплетнӗ йӗркене пӑхӑнмасан, ӗҫ-пуҫа ирттермесен административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов.