Агромаркета килекенсене эрне тӑршшӗпех электроэнерги, газ, коммуналлӑ каяшсен, ӑшӑ тата шыв тытӑмӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫывӑхрах паллаштарчӗҫ. Специалистсем халӑха кӑсӑклантаракан ыйтусене хуравларӗҫ, предприятисен ваканси ярмӑрккисем ӗҫлерӗҫ. Шыв кунне халалласа Шупашкарти "Водоканал" тата Ҫӗнӗ Шупашкарти "БОС" предприятисем ятарлӑ лаптӑксем хатӗрленӗ. Шкул ачисене пӗрлешӳсен историйӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа кӑтартрӗҫ. Лаборатори ӗҫченӗсем вара потребительсем патне таса шыв мӗнле ҫитнине ӑнлантарчӗҫ. Кӑсӑклӑ викторинӑна хастар хутшӑннисене асӑнмалах парнесем парса хавхалантарчӗҫ.
Шывпа перекетлӗ пулнинчен, пӗлсе усӑ курнинчен, канализацие кирлӗ-кирлӗ мар япаласем пӑрахса вараланинчен унӑн пахалӑхӗ тӳрремӗн ҫыхӑннине кӑтартса пачӗҫ. Ҫакна ытларах шкул ачипе студент ӑша хывни пӗлтерӗшлӗ. Ресурс эрнине пурӗ пин ытла ҫамрӑк хутшӑннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 8-мӗшччен вара "Пехет" агромаркетра патшалӑх техника надзорӗн эрни иртет. Ҫак вӑхӑтра ку тытӑм ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫывӑхрах паллашма май пулӗ. Специалистсем техника хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнмаллине аса илтерӗҫ тата ытти ӗҫ-пуҫ йӗркелӗҫ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров