Паян Раҫҫейре Хӗл мучин ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑваҫҫӗ

Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшне ӑнсӑртран суйламан. Ҫак кунран унӑн тӑван тӑрӑхӗнче - Аслӑ Устюгра чӑн-чӑн хӗл хуҫаланма пуҫлать тесе шутлаҫҫӗ. 

Хӗл Мучи паян Ҫӗнӗ ҫулта чи кӗтнӗ хӑна. Ачасем патне уява вӑл 1937 ҫулта пӗрремӗш хут хӑйӗн мӑнукӗпе Юр пикепе ҫитнӗ. Унтанпа вӗсем яланах пӗрле ҫӳреҫҫӗ. Хӗл Мучи Аслӑ Устюгра пурӑнать. Асамҫӑ ҫуралнӑ кун ун керменӗнче ҫырусем йышӑнма пуҫлаҫҫӗ. Шур сухаллӑ асатте пурнӑҫпа тан утать, ачасемпе вӑл электронлӑ почтӑпа та ҫыхӑну тытать. 

Диана Иванова, Владимир Синдеев.