Ҫур ӗмӗр ытла радиоитлекенсем ирхине чӑваш гимнӗ янӑранӑ хыҫҫӑн унӑн сассинчен, вӑл сывлӑх суннинчен кунне пуҫлаҫҫӗ. Маргарита Кабетова Тутарстанри Юдино поселокӗнче ҫуралнӑ. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Шӑпа ӑна Чӑваш радиона 1973-мӗш ҫулта илсе пынӑ. Ҫамрӑка 12 тӳре 33 ҫынтан суйласа илнӗ. Ҫавӑнтанпа вӑл пӗр улшӑнмасӑр юратнӑ ӗҫре тӑрӑшать.
Маргарита Кабетова, чӑнах та, Чӑваш радио сасси. Ӑна пӗлмен, илтмен ҫын ҫук та пулӗ. Вӑл ытларах чухне тӳрӗ эфирта ӗҫлет, тӗрлӗ жанрлӑ передачӑсем ертсе пырать: "Уҫӑ студи", "Вӑхӑт ҫитрӗ", "Сывлӑх пултӑр", "Юрӑ пултӑр парне". Унсӑр пуҫне литература кӑларӑмӗсене хатӗрлеме хутшӑнать, куллен ҫӗнӗ хыпарсемпе паллаштарать. Пур информацие те пӗлсе, ӑнланса, чун-чӗре витӗр кӑларса итлекен патне ҫитерме тӑрӑшать.
Маргарита Кирилловна ҫамрӑксемпе те нумай ӗҫлет, ӑсталӑхне туптама пулӑшать Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче пӗр улшӑнмасӑр тӑрӑшнӑшӑн вӑл чылай наградӑна тивӗҫнӗ. Маргарита Кабетова Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Хӑйӗн чи пысӑк телейӗ вара юратнӑ ҫемйи, тет. Мӑшӑрӗ, ачисем, мӑнукӗсем ӑна кашни кун хавхалантарсах тӑраҫҫӗ.
Оксана Верликова