Паттӑрсене ҫӗнтерӳпе кӗтнине пӗлтерсе залпа видео вӗҫтерчӗҫ

Хӑватлан, ҫирӗплен, тӑван ен! Ҫакӑн пек ятпа Шупашкарта Трактор тӑвакансен культура керменӗнче елчӗксен ентешлӗх уявӗ иртрӗ. 

Елчӗк ҫӗрӗ хӑйӗн ӗҫчен те мухтавлӑ ҫыннисемпе чунтан хӗпӗртет. Нумайӑшӗ ялтан тухнӑ пулсан та куллен тӑван тӑрӑх аталанӑвӗшӗн вӑй хурать. Ҫулталӑкра пӗрре ентешсемпе пӗрле пысӑк уявра савӑнать. Уявра савӑнса пултаруллӑ ӗҫченсене чысламалли сӑлтав нумай. Елчӗксем кӑҫал ял хуҫалӑхӗнче нихҫанхинчен пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ. Уй-хирсенчен 100 те пӗр пин тонна тырпул пухса кӗртнӗ. Елчӗк тӑрӑхӗнче кӑҫал ҫулсене тата шкулсене юсассипе, ҫавӑн пекех фапсем тӑвассипе пысӑк ӗҫсем туса ирттернӗ. Палӑртмалли ҫитӗнӳсем кашни тытӑмрах пур. Ялсем те хӑтлӑланса пыраҫҫӗ.

Савӑнӑҫлӑ уявра тӗрлӗ ӗҫри хастарсене палӑртса "Елчӗк Ен" ентешлӗхӗн медальне тивӗҫнисене чысларӗҫ. Ҫавӑн пекех пысӑк хисеппе спортсменсене, ҫар ҫыннисене аса илчӗҫ. Ҫар операцине тӳрӗ кӑмӑлпа пулӑшакансене вара ятарлӑ медальсем парса савӑнтарчӗҫ. Пухӑннисем паттӑрсене ҫӗнтерӳпе кӗтнине пӗлтерсе залпа пӗрле салтаксем патне видео вӗҫтерчӗҫ.

Ентешлӗх уявне тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсемпе уйрӑм юрлакан паллӑ артистсем илем кӳчӗҫ. Фойере вара Елчӗк тӑрӑхӗнчи ӑстасен ал ӗҫӗсен куравӗ ӗҫлерӗ.

Алексей Енейкин