Ларӑва хутшӑнакансем малтанах тӗп хулари "Манӑн социаллӑ центр" тата нумай ӗҫ тӑвакан ҫемье центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ. Пӑхса тухнӑ тӗп ыйтусенчен пӗри - регионти демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатассипе мӗнле ҫӗнӗлӗхсем пурнӑҫа кӗртни. Кӑҫал ҫакӑн валли 255 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӑл шутра пӗчӗк ачасем валли куллен кирлӗ япаласене вӑхӑтлӑх тара илме май паракан пунктсем уҫни. Ку пулӑшупа 400 ытла ҫемье усӑ курма ӗлкӗрнӗ.
Ҫавӑн пекех 3 ҫул тултарман ачасене вӑхӑтлӑха хӑвармалли ушкӑнсем уҫни те ҫемьесене пысӑк ҫӑмӑллӑх. Ҫакӑнпа ытларах студентсем, нумай ачаллӑ ҫемьесем усӑ кураҫҫӗ. Ку пулӑшун ҫӑмӑллӑхне 200 ытла ҫемье туйса илнӗ. Тепӗр ҫӗнӗлӗх - ача кӗтекен студентсене халӗ пӗр хутччен 100 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Паянхи куна ку укҫана 160 ҫын тивӗҫнӗ.
"Манӑн социаллӑ центрта" аслӑ ӳсӗмри тата сусӑр ҫынсен пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме пулӑшас енӗпе те тимлеҫҫӗ. Кунта вӗсем сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ, ал ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ, ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксене пулӑшаҫҫӗ.
Канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май Алена Елизарова министр тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх пурнӑҫа кӗртни демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма пулӑшассине шаннине каларӗ.
Оксана Верликова, Юрий Марков