Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева Элӗк тӑрӑхӗнче пурӑнакансемпе тӗл пулчӗ

Пӗрлехи ӗҫ кӑтартӑвӗсене хаклама, вырӑнти халӑха хумхантаракан ыйтусен хуравне пӗрле шыраса татса пама. Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева ӗҫлӗ ҫӳревпе Элӗкре пулчӗ. 

Элӗк тӑрӑхне сумлӑ хӑнасем килнӗ кун Культура ҫуртӗнче аннесене халалланӑ уяв концерчӗ иртрӗ. Ҫапла майпа вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗсем чи ҫывӑх ҫынсене саламларӗҫ. Хальхи вӑхӑтра ятарлӑ ҫар операцийӗнче тивӗҫне пурнӑҫлакан арҫынсен ҫӗмйисене - уйрӑм тимлӗх. Фронтра паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксен амӑшӗсене, мӑшӑрӗсене ҫар чаҫӗсенчен килсе ҫитнӗ Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.

Патшалӑх Думин депутачӗн Тав ҫырӑвӗсене вара тӗрлӗ шкулта тӑрӑшакан учительсем тивӗҫрӗҫ. Унтан Алла Салаева Элӗкре тӗплӗ юсав хыҫҫӑн уҫӑлнӑ ача-пӑча ӳнер шкулне ҫитсе курма кӑмӑл турӗ. Ку учреждени пӗлӳ илекенсен шучӗпе республикипе 2-мӗш вырӑн йышӑнать. Унта 350 ытла ача ӑсталӑхне туптать. Шкулта пулас артистсене, юрӑҫсемпе ташӑҫсене вӗрентеҫҫӗ, тӗрлӗ музыка инструменчӗ калама хӑнӑхтараҫҫӗ. 65 миллион тенкӗлӗх ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн хореографи, музыка кабинечӗсем, куракансене йышӑнмалли залӗ те пысӑкрах. 


Элӗкри хальхи ӑру библиотеки те округри халӑх кӑмӑлласа йышӑннӑ вырӑн. Унта Алла Салаева йышӑну ирттерчӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене чи малтан татса пама тӑрӑшаҫҫӗ. 2 сехете тӑсӑлнӑ тӗлпулура депутат 12 ҫынпа курса калаҫрӗ. Чылайӑшне ҫул-йӗр ыйтӑвӗ хумхантарать.

Николай Орлов, сӑмахран, Тури Хурасан, Мартынкасси,  Шапкин ялӗсем витӗр тухса Красноармейски тӑрӑхӗн чиккине илсе ҫитерекен ҫул япӑххишӗн пӑшӑрханать. Мӑн Этменте пурӑнакансен хӑйсен шухӑшӗ-нуши. Ҫурхи шыв тапраннӑ тапхӑрта Выла ял ҫыннисене аптратать. Алла Салаева кашнин ыйтӑвне шута илнине, вӗсене татса парассине пур енлӗн витӗм кӳме шантарчӗ. 


Алиса Александрова, Виктор Степанов