Вӑл Иван Яковлев ӗҫне малалла тӑсса Чӑваш Енре пурӑнакансен вӗренӳпе пӗлӳ шайне ӳстерессинче вӑй хунӑ. Пурнӑҫӗн тӗп тӗллевне те ҫак ырӑ та пархатарлӑ шухӑш тавра ҫирӗплетсе ял ачисене хуларисенчен кая мар аталантарассишӗн тӑрӑшнӑ. Ҫӗршывра университет филиалӗсене ялсенче уҫакан пӗрремӗш ректор пулса тӑнӑ. Ҫапла майпа Патӑрьел тӑрӑхӗнче кӑна икӗ пин ҫурӑ ҫамрӑк ялтан тухмасӑрах аслӑ пӗлӳ илме пултарнӑ. Ҫавӑн евӗр уйрӑмсем 4 районта ӗҫленӗ. Халӗ вара вӗсем хупӑ, Лев Пантелеймонович пиртен уйрӑлса кайнӑранпа та 5 ҫул иртрӗ.
Лев Кураков Чӑваш патшалӑх университечӗн уйрӑмӗсене ытти ҫӗршывсенче те уҫма пултарнӑ. Туслӑ ҫыхӑнусене ҫирӗплетнӗ хушӑрах кунӗн-ҫӗрӗн тенӗ пек наука ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ, 700 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ пичетлесе кӑларнӑ.
Раҫҫей вӗренӳ академийӗн академикӗ ҫӗршыври ытти академиксемшӗн те ырӑ тӗслӗх пулнӑ. Нумайӑшӗ Кураков опычӗпе паллашма Чӑваш Ене килсе ҫӳренӗ. Ҫавра сӗтел евӗр иртнӗ асӑну каҫӗнче те сумлӑ ӑсчахӑн тӗрлӗ тӑрӑхра ӗҫлесе пурӑнакан юлташӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Чӑваш Ишек ялӗнчи университет уйрӑмӗ пулнӑ ҫуртра Кураков музейне йӗркелесси пирки калаҫрӗҫ. Вырӑнти ансамбль вара пухӑннисене уяв парнелерӗ.
Лев Куракова халалласа патӑрьелсем тӑтӑшах тӗрлӗрен ӗҫ-пуҫ ирттереҫҫӗ. Чӑваш Ишекре музей уҫӑлсан ку тӑрӑха туристсем те ытларах ҫӳреме пуҫлӗҫ.
Алексей Енейкин