Патӑрьел тӑрӑхӗнче Рифат Фейзуллов паттӑрлӑхне ӗмӗр асра тытӗҫ

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Ыхраҫырми ялӗнче ҫак кунсенче пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса иртрӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Рифат Фейзуллов ҫуралса ӳснӗ ҫурт ҫине "Паттӑр ҫӑлтӑрӗ" вырнаҫтарчӗҫ тата юсаса ҫӗнетнӗ урама унӑн ятне пачӗҫ. 

Виҫӗ хутччен Паттӑрлӑх орденне тивӗҫнӗ танк ротин командирӗ тата гварди капитанӗ Рифат Фейзуллов 2000-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шкул хыҫҫӑн вӑл Хусанти танк училищине пӗтернӗ. Ҫур ҫултан ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑ. Ҫамрӑк офицер малтанхи кунтанах ҫапӑҫу хирӗнче пулнӑ. 2022-мӗш ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа мотострелоксен 127-мӗш дивизинчи танк ротине ертсе пынӑ. 2024-мӗш ҫулта хытӑ аманнӑ пулин те ҫара таврӑннӑ. Харсӑр салтакӑн пурнӑҫӗ пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хӗрӳ ҫапӑҫура татӑлнӑ. Паттӑра сума-суса вӑл ҫуралса ӳснӗ ҫурт ҫине ҫӑлтӑр вырнаҫтарма тата Колхоз урамне Рифат Фейзуллов ятне пама йышӑннӑ. 

Паттӑр ятне парас умӗн ҫакӑ тата Апанаев урамне юсанӑ. Ӗҫе "Чӑваш Республикинчи ялсен комплекслӑ аталанӑвӗ" патшалӑх программи пулӑшнипе тунӑ. Ҫулсене йӗркене кӗртме 87 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ҫакӑ ялта пурӑнакансен пурнӑҫне самай ҫӑмӑллатнӑ. Ҫӗнӗ ҫул тӑрӑх чи малтан ку ялти фермер хуҫалӑхӗсен тата усламҫӑсен транспорчӗ иртрӗ. 

Рифат Фейзуллов ячӗ вара ял тата округ ҫыннисемшӗн ӗмӗр-ӗмӗрех тӗслӗх вырӑнӗнче пулассине, унӑн паттӑрла ӗҫӗсене ялан чӗрере упрассине палӑртрӗҫ пуҫтарӑннисем. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов