Клара Чекушкина - вӑрҫӑ ачи: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ чухне вӑл ҫур ҫул та тултарайман-ха. Ашшӗ йывӑр ҫапӑҫура пуҫ хунӑ. Амӑшӗпе ҫитӗннӗ пиччӗшӗпе йӑмӑкӗ, Кларӑпа Владимир Чекушкинсем, ҫӗршыв пурнӑҫӗнчи ҫав йывӑр тапхӑрӑн мӗнпур хура-шурне тӳснӗ - хуҫӑлман, ура ҫине ҫирӗппӗн тӑнӑ. Вӗсемшӗн амӑшӗ тӗрленӗ тӗрӗсем, вӑл юрланӑ юрӑсем - тӗнче ахах-мерченӗ, пехил вырӑнне пулнӑ.
Кунсӑр пуҫне йӗкӗреш пек ӳснӗ пӗртӑвансене паллакансем сӑмах ӑсти пек пӗлеҫҫӗ. Владимир Иванович сцена ҫине юрлама тухсан малтан шӳтлесе куракан кӑмӑлне тупатчӗ. Ҫак аптраманлӑх иккӗшӗнче те пур, ҫавӑнпа йӑмӑкӗ тетӗшӗ ҫинчен калани - хӑй ҫинчен каланиех.
Клара Ивановна педагог дипломне алла илнӗ, Владимир Иванович - философи докторӗ, вӑл та тӑван халӑх юррисене ҫӗршыв илтмелле янраттарнӑ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ пӗртӑвансене юрӑ Чехословакипе Венгрие, Финляндипе Японие тата ытти нума ҫӗршыва илсе ҫитернӗ.
Клара Чекушкинӑна эпир хамӑр куракансемпе пӗрле 85 тултарнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатпӑр, сывлӑхпа вӑрӑм ӗмӗр, канлӗ ватлӑх сунатпӑр.
Марина Карягина