Наци библиотекинче Совет союзӗн Геройне Семен Коновалова халалласа кӑларнӑ кӗнекене пахаларӗҫ

"Вилнӗ хыҫҫӑн" тесе наградӑланӑ. Ҫавах та вӑл чӗрӗ юлнӑ. Наци вулавӑшӗнче мухтавлӑ чӑваш салтакне, Совет союзӗн Геройӗн ятне тивӗҫнӗ Семен Коновалов танкиста халалласа кӑларнӑ кӗнекене пахаларӗҫ. Унӑн авторӗсем - Валерий Андреевпа Евгений Шумилов.

Семен Васильевич Коноваловӑн паттӑрлӑхӗ пирки Раҫҫей халӑхӗ лайӑх пӗлет. Ун пирки федераци каналӗсемпе те тӗрлӗрен передачӑсем, илемлӗ-документлӑ фильмсем ӳкернӗ. Ҫавах та, паттӑр салтак пирӗн ентеш пулнине сахал кам пӗлет. Ҫакна шута илсе Валерий Андреев истори ӑслӑлӑхӗн докторӗ тата Евгений Шумилов ҫут ӗҫ отличникӗ мухтавлӑ танкист ҫинчен кӗнеке кӑларма шут тытнӑ. Тахҫанхи ӗмӗтне вӗсем кӑҫал, Аслӑ ҫӗнтерӗвӗн юбилейлӑ ҫулталӑкӗнче пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ.

Семен Коновалов салтак чӑрсӑрла паттӑрлӑхне 1942-мӗш ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Ростов облаҫӗнчи пӗр ҫапӑҫура кӑтартнӑ. Юлташӗсемпе пӗрле ҫӗмрӗлнӗ танкне юсанӑ самантра вӑл хӑйсене хирӗҫ килекен нимӗҫсен 75 танклӑ колоннине хирӗҫ ҫапӑҫма тӑнӑ. Кӗнекере вара халӑха ӗненме ҫӑмӑлрах пултӑр тесе танксен шутне 55 таран чакарса ҫырнӑ.

Монографи пуххине хатӗрлесе авторсем 7 ҫул ытла материал пухнӑ. Вӑрҫӑ пулнӑ вырӑнсене ҫитнӗ, Семен Коноваловӑн Хусанта пурӑнакан хӗрӗпе тӗл пулнӑ. Кӗнекери кашни сӑмаха документпа ҫирӗплетнӗ тесен те юрать. Ҫавна май паттӑрлӑх историйӗ халӑх умӗнче тӗрӗслӗхпе ҫуталчӗ.

Историре пулман хӑюллӑ паттӑрлӑх нимӗҫсен танкӗсемпе машинисене пӗтернипех вӗҫленмен. Тавҫӑруллӑ Коновалов салтак кашни утӑмне виҫсе тунӑран юлташӗсемпе пӗрле сывӑ юлма пултарнӑ. Хамӑрӑннисем патне вӗсем нимӗҫ танкӗпе таврӑннӑ. Хӗрлӗармеецсем хирӗҫ ан печчӗр тесе танк ҫинчи тупӑна хыҫалалла ҫавӑрса ҫитнӗ.

Салтак амӑшне вара ывӑлӗ вилнине пӗлтерсе хура хут ярса параҫҫӗ. Вилнӗ хыҫҫӑн тесех танкиста "Совет союзӗн Геройӗ" ят пама йышӑнаҫҫӗ. Ҫав хушӑрах Семен Васильевич хӑй те килне ҫырусем ҫырать. Ҫакӑ амӑшне лӑплантарать те.

Семен Коновалов ӗмӗрне телейлӗ пурӑнса ирттернӗ. Кӗнекере ун кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ самантсене пӗтӗмпех тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Ӑна вулама пуҫласан чарӑнма йывӑр. Кӗнеке хӑтлавне пухӑннисем ҫӗнӗ издание пысӑк хак пачӗҫ. Ҫитӗнекен ӑрушӑн вӑл чӑн-чӑн паттӑрлӑх тӗслӗхӗ пулса юлать, терӗҫ. Тӑвай тӑрӑхӗ вара Семен Коновалов ячӗпе чӑнласах мухтанма пултарать.

Алексей Енейкин