Мӗн пур ангелӑн ҫуралнӑ кунӗ

Христос тӗнӗпе пурӑнакансем ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче мӗн пур ҫветтуйӑн Пухӑвне паллӑ турӗҫ. Чиркӳ ҫак уявпа апостолсем ҫине Ҫветтуй Сывлӑш аннине аса илсе 50-мӗш куна вӗҫлет. 

Ҫак куна Ҫимӗк хыҫҫӑн тепӗр эрнерен паллӑ тунин хайӗн пӗлтерӗшӗ пур: Виҫ ипостаҫлӗ Таса Турӑ уявӗ вӑл Чиркӳ ҫуралнӑ кунпа танлашать. Ҫветтуйсем вара шӑпах чиркӳре ҫуралаҫҫӗ. Пӗтӗм ҫветтуйӑн Пухӑвне уявласа эпир мӗнпур ангелӑн ҫуралнӑ кунӗсене паллӑ тӑватпӑр. 

Мӑн Сӗнтӗр салинчи Виҫ ипостаҫлӗ Таса Турӑ ячӗпе лартнӑ чиркӳре ҫак уява чаплӑ паллӑ турӗҫ: кӗлӗ йӗркине 4 архиерей йӗркелесе ирттерчӗ. Вӗсем пурте Шупашкарти Свято-Троицки мӑнастиртен тухнӑскерсем - Савватий митрополит, Канаш епископӗ Стефан, Улатӑр епископӗ Феодосий, Вологда облаҫӗнчи Череповец епископӗ Игнатий. Игнатий владыка чиркӳ настоятелӗ пулнӑ вӑхӑтра приххут йышне анлӑлатрӗ, мӑнастир хуҫалӑхне аталантарассишӗн нумай тӑрӑшрӗ, уйӑрса панӑ ҫӗрсемпе те тухӑҫлӑ усӑ курчӗ, ӗне-выльӑх тытас енӗпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫлерӗ. Шупашкар тата Чӑваш митрополийӗн пуҫлӑхӗ высокопреосвященнейший Савватий чӗннипе уява вӑл аякран килсе ҫитнӗ. Вӑл Мӑн Сӗнтӗр прихутӗнчи чиркӳре ирттернӗ литурги кӗллине хутшӑннӑшӑн савӑннине пӗлтерчӗ, ҫав савӑнӑҫа пин ҫухрӑма илсе ҫитерме шантарчӗ. 

Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий священниксемпе чиркӗве килнӗ халӑха уявпа саламларӗ, евангелири ҫак кун вуланӑ сӑмахсен тарӑн пӗлтерӗшне уҫӑмлатрӗ, ҫыннӑн пурнӑҫӗнче Турра юратни малти вырӑнта пулмалли ҫинчен каларӗ. 

Литурги хыҫҫӑн чиркӳ картишне илсе килнӗ 4 чана сӑвапларӗҫ. Митрополит вӗсене пӗр кун пӗр чиркӗве пухӑнса пӗрле уяв кӗлли ирттернӗ 4 архиерейпа танлаштарчӗ. 

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина