Кунта таврари мӗнпур ялтан Турра пуҫҫапма ҫӳренӗ

Ҫӗрпӳ хулинчи Карл Маркс урамӗнче кирпӗчрен купаланӑ, тул енчен шурӑ тӗспе сӑрланӑ Турӑ ҫурчӗ аякранах илемлӗн курӑнса ларать. Ку вӑл - Турӑ Амӑшӗн Хусанти таса сӑнӗ ячӗпе лартнӑ чиркӳ. Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӑл 290 ҫул тултарчӗ.

Паллӑ пулӑма халалласа Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий кунта савӑнӑҫлӑ литурги ирттерчӗ, малтан вара хӑватлӑ ӗҫсем тӑвакан святой Николайӑн приделне кӗлтуса тасатрӗ. Халӑх вӑйӗпе кирпӗчрен туса лартнӑ чаплӑ кӗлӗ ҫурчӗн кун-ҫулӗ 1735 ҫултах пуҫланнӑ. Виҫӗ ӗмӗр ытла кунта Ҫӗрпӳ ҫыннисем ҫеҫ мар, халӑх таврари мӗнпур ялтан Турра пуҫҫапма ҫӳренӗ. Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче, 1931 ҫулта, чиркӗве хупнӑ, настоятельне, унта 35 ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ Аркадий Добронравов протоиерее, арестлесе тӗрмене лартнӑ. Вӑл 1933 ҫулта ҫӗре кӗнӗ. Аркадий Добронравова 2007 ҫулта Раҫҫей ҫӗрӗнчи Турӑшӑн асап тӳссе вилнӗ ҫӗнӗ святойсен йышне кӗртнӗ. Ҫӗнӗ саманара, Турӑ ҫуртне Чиркӗве каялла тавӑрса панӑ тӗле, ҫак вырӑнта чул ишӗлчӗкӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Валерий Иванов протоиерея настоятеле лартсан, вӑл Турӑ хӑватне шанса ӗҫе тытӑннӑ, чиркӗве ҫӗнӗрен ҫӗклеме пуҫланӑ. 

Литурги вӗҫленсен чиркӳ настоятелӗ Валерий Иванов протоиерей Савватий митрополита ҫак савӑнӑҫлӑ кун пӗрле кӗлӗ ирттернӗшӗн тав туса святой Николай турӑшне парнелерӗ. Савватий владыка пухӑннӑ халӑха уявпа саламларӗ, чиркӳ настоятельне тата чиркӗве пулӑшакансене епархи наградисем парса чысларӗ, хайӗн сӑмахӗнче пирӗн халӑх Христос тӗнне йышӑннин историне аса илчӗ, суя ӗненӳ сиенӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ. 

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Людмила Каяхова