Кулленхи ҫивӗч ыйтӑва татса пама пулӑшать

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнӑ "Ниме - халӑх бюджечӗ" программӑпа кӑҫал Чӑваш Енре 800 ытла проект пурнӑҫа кӗртмелле. Ҫакӑн валли 5 миллиард тенкӗ пӑхса хунӑ. Правительство канашлӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, паянхи куна кашни пиллӗкмӗш пуҫарӑва ӗҫе кӗртнӗ. 

Кӑнтӑр - хӗвеланӑҫ районӗнчи Граждански урамӗнче пурӑнакансем "Ниме-халӑх бюджечӗ" проектӑн ырӑ витӗмне туйма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Кунта нумаях пулмасть ача-пӑча лаптӑкӗпе спорт лапамне хута янӑ. Унччен ку вырӑнта юхӑнма пуҫланӑ тимӗр конструкцисем кӑна пулнӑ. Вӗсем хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне тивӗҫтерни пирки сӑмах та пулман. Ҫавӑнпа ҫывӑхра пурӑнакансем лаптӑка ҫӗнетме йышӑннӑ. Ачасем аманасран урайне резин сий сарнӑ. Тӗрлӗ чуччу, тӑвайкки вырнаҫтарнӑ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем валли тренажёрсем, теннис сӗтелӗ, баскетбол уйӗ пур. Тротуарсене те хӑтлӑлатнӑ. 

Ырӑ тӗслӗх кӳршӗллӗ 72-мӗш ҫуртра пурӑнакансене те хавхалантарнӑ. Кунта та хальхи вӑхӑтра строительсем ача-пӑча лаптӑкӗпе спорт лапамӗ хатӗрлеҫҫӗ. Вӑл 30 метр тӑршшӗ тата 10 метр сарлакӑш пулӗ. 

Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи Улма-ҫырла тата Тирек урамӗсенче те ӗҫсем хӗрсе пыраҫҫӗ. Кунта "Ниме - халӑх бюджечӗ" программӑпа пысӑк спорт лаптӑкне хӑтлӑлатаҫҫӗ. Объектӑн хакӗ 9 миллион тенкӗпе танлашать. 

Программа кулленхи пурнӑҫра тӗл пулакан кӑткӑс ыйтусене те татса пама пулӑшать. Тӗслӗхрен, Улма-ҫырла урамӗнче спорт лаптӑкне хӑтлӑлатнипе пӗрлех ҫумӑр шывӗ юхса каймалли канализацие те ҫӗнетеҫҫӗ.

Ҫулсене юсасси те пысӑк тимлӗхре. Кӑҫал уйрӑм ҫуртсем вырнаҫнӑ 24 лаптӑка йӗркене кӗртеҫҫӗ. Вӗсенчен ҫурринче ӗҫе вӗҫленӗ те ӗнтӗ. Ыттисенче те ҫак уйӑхра туса пӗтермелле. 

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре халӑх программине ҫитес ҫул хутшӑнма заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ. Комисси вӗсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшчен пӑхса тухӗ. Чи лайӑх проектсемшӗн авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 2-мӗшчен "Чувашия - онлайн" порталта сасӑлама май пур.

 

Леонид Петров, Святослав Петров