Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Чӑваш Енрен 200 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Фашистсене хирӗҫ хӗҫ-пӑшал тытса харсӑррӑн ҫапӑҫакансен йышӑнче сахал мар калем ӑсти пулнӑ. Куҫса ҫӳрекен экспозици шӑпах вӗсен пурнӑҫӗпе паллаштарать.
Чылай поэт-писатель вӑрҫӑ ҫулӑмӗ витӗр тухса Ҫӗнтерӗве кӗтсе илнӗ. Вӗсен йышӗнче Петӗр Хусанкай, Ухсай Яккӑвӗ, Леонид Агаков, Илпек Микулайӗ, Александр Алка, Алексей Талвир тата ыттисем те.
Халӗ те - ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ вӑхӑтра, ҫыравҫӑсемпе поэтсем айккинче юлма пултараймаҫҫӗ. Вӗсем салтаксене хавхалантарас, вӗсен паттӑрлӑхӗ пирки вулакана пӗлтерес тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх истори архивӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа чылай ӗҫ-пуҫ ирттерет. Вӑл шутра республикӑн тӗрлӗ кӗтесне тухса ҫӳреҫҫӗ, куравсемпе ҫавра сӗтелсем йӗркелеҫҫӗ.
Куравра уйрӑм пай вӑрҫӑра пуҫ хунӑ писательсене халалланӑ. Вӗсен йышӗнче: Николай Горшков, Николай Юманкай, Генрих Катрамов тата ыттисем те. Вӗсем Мускав ҫывӑхӗнче, ҫавӑн пекех Сталинградпа ытти хулана ирӗке кӑларассишӗн ҫапӑҫса пуҫ хунӑ. Анчах та вӗсен вилӗмсӗр паттӑрлӑхӗ юнлӑ вӑрҫӑ хирӗнче шӑрҫаланӑ сӑввисемпе калавӗсенче ӗмӗрлӗхех упранса юлнӑ.
Оксана Верликова, Бахтияр Велиев