Экзамена Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ, Кӑнтӑр, Атӑл тата Ҫурҫӗр-Кавказ федераци округӗсенчи тӗрлӗ ведомствӑра тӑракан 71 ҫын хутшӑнчӗ. Хӑйсен вӑйне пирӗн ентешсем те тӗрӗслерӗҫ. Вӗсем айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри Управленийӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Пӗрремӗш тапхӑрта тупӑшӑва хутшӑнакансем пӑшалтан тӗл перессинче, тактика хӑнӑхтарӑвӗсене пурнӑҫлассинче тупӑшрӗҫ. Ҫавӑн пекех ӳт-пӳ ҫирӗплӗхне кӑтартрӗҫ.
Тепӗр тапхӑра куҫас тесен ку дисциплинӑсене пурне те лайӑх паллӑлӑх пурнӑҫламалла. Унтан спецназовецсем 10 ҫухрӑм марш-бросок чупрӗҫ. Программӑна ҫавӑн пекех тӗрлӗ чӑрмавсене парӑнтарассине кӗртнӗ. Инструкторсем службӑра тӑракансен тимлӗхне те тӗрӗслерӗҫ. Унсӑр пуҫне нумай хутлӑ ҫуртсене штурмлама пӗлнине, пӑшалпа тата пӑшалсӑр ҫапӑҫу ӑсталӑхне кӑтартма тиврӗ спецназовецсен. Экзамена йышӑнакансем командӑпа ӗҫлеме пӗлнине те шута илчӗҫ. Чи йывӑр тӗрӗслевсенчен пӗри вара - 4 ҫынна хирӗҫ 12 минут ҫапӑҫасси.
Экзамен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, пирӗн икӗ ентеш те айӑплава пурнӑҫлакан Чӑваш Енри Управлени ҫумӗнчи "СТРАЖ" подразделенине ҫитӗнӳпе таврӑнчӗҫ. Ку ведомствӑра халӗ пурӗ 3 ҫын чыса, хӑюлӑха тата паттӑрлӑха сӑнлакан хӗрлӗ-хӑмӑр берета тивӗҫнӗ.
Леонид Петров