Красноармейски салинче вокзал ҫук. Транспорт кӗтекенсем хӑйсене хӑтлӑхра туйччӑр, вӑхӑта усӑллӑ та кӑмӑллӑ ирттерччӗр тесе Республика Пуҫлӑхӗн Гранчӗпе ӑслӑ чарӑну тӑвас тенӗ. Унӑн хакӗ - 3 миллион ытла тенкӗ. Ҫулла кондиционерпа уҫӑлакан, хӗлле ӑшӑнакан павильонра чей-кофе ӗҫме, шахмӑтла выляма, кӗнеке, хаҫат-журнал вулама май пур. Кунтах муниципалитет пуҫлӑхӗ ячӗпе сӗнӳ, ыйту хӑварма пулать. Телевизорпа Трак тӑрӑхӗпе паллаштаракан видео пырать, интернет-ҫыхӑну кӗртнӗ. Ку тӑрӑхра чарӑнӑвӗ кӑна мар, теплици те ӑслӑ. Красноармейски шкулӗнче пысӑк проект пурнӑҫланать. Агрокванториумӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ - ӑслӑ теплица. Калӑпӑшлӑ ӗҫӗн пирвайхи утӑмӗсене пӗлтӗр тунӑ. 14 миллион тенкӗпе танлашакан проекта халӑх пуҫарӑвӗ ҫинче никӗсленнӗ программӑпа тата муниципалитет Раҫҫей шайӗнчи конкурсра ҫӗнсе илнӗ укҫапа пурнӑҫлаҫҫӗ.
Шкулти хушма пӗлӗве ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарни ахальтен мар. Кунти ачасем сатике ҫӳренӗ тапхӑртах ҫӗр ӗҫӗпе ҫывӑхланаҫҫӗ. Аслӑраххисем 15 тӗрлӗ помидор тӗсне тӗпчесе, акса ӳстереҫҫӗ. Вырӑнти фермер ҫырла вӑрлӑхӗпе тивӗҫтернӗ. Ҫамрӑк агрономсен чечек-курӑкӗ те аван ӳсет. Пулас специалистсем хӑйсен йӑранӗнчи кашни ҫимӗҫ пирки тӗплӗн каласа кӑтартма пултараҫҫӗ. Ҫитес ҫул шкулта агрокласс йӗркелемелле. Ҫӗнӗ предприятисем уҫӑлни те округ аталанӑвне витӗм кӳрет. "Композит 21" пӗрлешӳ полимертан тӗрлӗ хатӗр туса кӑларать. Кунти продукцие никама пӑхӑнман патшалӑхсен пӗрлешӗвӗнчен Бразили таранах ӑсатаҫҫӗ. "5 ҫул каялла килсен кунта 3 корпус кӑначчӗ, паян 10 ҫитнӗ. Ку вӑл предприятипе муниципалитетӑн, республикӑн пӗрлехи ӑнӑҫлӑ ӗҫӗн кӑтартӑвӗ", - палӑртрӗ Олег Николаев. Тӗпрен илсен Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Трак тӑрӑхӗ паян тивӗҫлӗ шайра аталаннине каларӗ.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров