Килсӗр йытӑсемпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва ҫӗклес тӗллевпе

Шупашкарта йытӑ парачӗ иртрӗ. Хула ҫыннисем тӑватӑ ураллӑ тусӗсемпе уява тӑрӑшсах хатӗрленнӗ. 

Йытӑ парадне кӑҫал 700 ытла чӗрчуна регистрациленӗ. Ҫулсерен ҫак ӗҫ-пуҫа хутшӑнакансен шучӗ ӳссех пырать. Уяв кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртрӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе хуҫисем хӑйсен тӑватӑ ураллӑ тусӗсене илемлӗ тум-тир тӑхӑнтартса килнӗ. Ку хутӗнче шупашкарсем, чӑн та, тӗлӗнтерчӗҫ. Чылайӑшӗ чӗрчунӗсемпе пӗр-пек капӑрланнӑ. Хӑшӗ-пӗри патриотла костюм та хатӗрленӗ. Юратнӑ тусӗсене халалласа плакатсем те ӑсталанӑ. Кунтах тӑватӑ ураллӑ юмах сӑнарӗсене курма пулчӗ. Ҫавӑн пекех чӑвашла тӑхӑнтартнисем те уява хутшӑнчӗҫ. Кашниех ыттисенчен уйрӑлса тӑрас тата илемлӗ курӑнас тесе тӑрӑшнӑ. Конкурсра хутшӑнса парне ҫӗнсе илме пулать-ҫке! Йӗркелӳҫӗсем никама та уйӑрмарӗҫ - пурне те тӑрӑшулӑхшӑн хавхалантарчӗҫ. 

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе йытӑ парадне Шупашкарти приютра пурӑнакан 10 чӗрчун та хутшӑнчӗ. Килсӗр анчӑксем чи малти ретре - тен, кам та пулин вӗсене куҫ хывӗ? Ахаль те уява чылайӑшӗ приютран илнӗ тусӗсемпе килнӗ - волонтерсем 30 яхӑн йытта палларӗҫ. 

Виҫӗ ҫул каялла ку парада шӑпах килсӗр йытӑсен ҫивӗч ыйтӑвне хускатас тӗллевпе пуҫарса янӑ. Статистика тӑрӑх, чылайӑшӗ ҫынсен явапсӑрлӑхне пула ҫапкаланчӑк пулса тӑрать. Ҫакӑн пек уявсем хуҫисене тимлӗрех пулма, культурӑна ӳстерме пулӑшасса шанаҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Унсӑр пуҫне кунта Шупашкарти тӗрлӗ ушкӑнпа паллашма пулать. Тӗслӗхрен, "Лесная братва" ушкӑн хастарӗсем каникросс спорт тӗсне аталантараҫҫӗ хулара. 

Парадра та хастарсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Сцена ҫинче Мускавран, Хусантан тата Йошкар-Оларан килнӗ хӑнасем мӗн пултарнипе тӗлӗнтерчӗҫ. Уяв хыҫҫӑн лаптӑка таса хӑварма вара пухӑннисене ятарлӑ хутаҫсемпе усӑ курма сӗнчӗҫ. Сӑмах май, уявра йытӑ-робот та "савӑнчӗ". Хуҫисемпе чӗрчунӗсене пӗрлештерекен ӗҫ-пуҫа ҫитес ҫул та йӗркелеме шантарчӗҫ. 

Вероника Павлова, Михаил Солин