Александр Невский святой князь ячӗпе Патӑрьелте лартнӑ чиркӳ Улатӑр епархине кӗрет. Чӑваш митрополийӗн пуҫлӑхӗ ку тӑрӑха час-часах ҫитеймест, ҫавӑнпа та вӑл килнӗ кун чиркӗве халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Унсӑр пуҫне чӑн тӗнпе пурӑнакансем Петербургри телейлӗ Ксения аннемӗре ҫав тери хисеплесе асӑнаҫҫӗ. Патӑрьел сали республикӑн кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ. Кунта пурӑнакансем тӑван чӗлхене упраса хӑварас тӗлӗшпе палӑраҫҫӗ, кӗлӗсене те кунта ытларах чӑвашла ирттереҫҫӗ. Митрополитпа пӗрле Александр Невский чиркӗвӗнче ирттернӗ службӑна Улатӑр епископӗ Феодосий, Улатӑрти хӗрарӑмсен мӑнастирӗн пуҫлӗхӗ Елизавета (Ванькина) игумения тата епархи священникӗсем хутшӑнчӗҫ.
Митрополит пилленипе Шупашкар епархийӗнче ҫеҫ мар, Улатӑрпа Канаш епархийӗсенче те пачӑшкӑсене чӑвашла вӗрентес ӗҫе пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Аякри районсенче чиркӗве ҫӳрекенсем кӗлӗсене тӑван чӗлхепе ирттернине хапӑлласа йышӑнаҫҫӗ.
Чиркӗве пухӑннисен умне Тӑрӑн чиркӗвӗн настоятелӗ Серафим (Лялькин) игумен тухса калаҫрӗ, телейлӗ Ксениян сӑваплӑ пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ, унӑн ҫирӗп ӗненӗвӗ, кӗлтунин хӑвачӗ ҫинчен каласа пачӗ.
Петербургри таса пурӑнӑҫлӑ Ксенияна аса илнӗ май, хальхи вӑхӑтра тӑрӑшса кӗлтуса пурӑнакансем, ырӑ ӗҫ тӑвакансем ҫинчен те каласа хӑварас килет. Патӑрьелӗнче 1884 ҫулта халӑх вӑйӗпе йывӑҫ чиркӳ лартнӑ пулнӑ. Ӑна 1940 ҫулта хупнӑ, ҫурчӗ упранса юлман. Алексей Фёдоров протоиерей тӑрӑшнипе 1993 ҫулта кунта ҫӗнӗ чиркӳ туса лартнӑ, вӑтӑр ҫул ӑна ертсе пынӑ. Алексей атте митрополири чи ватӑ пачӑшкӑсенчен пӗри, священниксен йӑхне малалла тӑсаканӗ. Унӑн ывӑлӗ Шупашкарти чиркӳ настоятелӗ, мӑнукӗ, Борис Носков иерей, Патарьелти Александр Невский чиркӗвӗн настоятелӗ. Тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тата Шупашкарпа Чӑваш епархине йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнӗ май Савватий владыка Борис аттене Чӑваш митрополийӗн грамотине парса чысларӗ. Яланхиллех, митрополит чиркӗве килнисене уявпа саламларӗ, вӗрентсе сӑмах каларӗ.
Улатӑр епископӗ Феодосий, чирку настоятелӗ тата пухӑннӑ ҫынсем митрополита вӑхӑт тупса Патӑрьелне килсе кӗлӗ ирттернӗшӗн тав турӗҫ.
Роза Деменцова, Зинаида Паршагина