Чукун ҫул станцийӗнчен никӗсленнӗ Канаш ҫултан ҫул илемленсе пырать. Унӑн 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тума килнӗ хӑнасем ҫакна тӳрех асӑрхарӗҫ. Республикӑн промышленноҫ центрӗ пулса тӑнӑ хулара уяв кунӗ технопарк хута кайрӗ. Ун ӗҫӗпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ. 20 пин ытла тӑваткал метр лаптӑкра предприятисене ӗҫлеме мӗн кирли пурте пур. Шывпа, ӑшӑпа, электроэнергипе тивӗҫтернӗ, кунтах сертификаци центрӗ, хими анализӗ тумалли лаборатори пур. Технопарк хӑвӑртлатнӑ социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ. Ҫавна май предпринимательсем субсидисемпе, ытти ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Хальлӗхе кунта виҫӗ компани тӗпленнӗ. 150 яхӑн ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Технопарк таврашне те хӑтлӑх кӳрӗҫ: парковка, тротуарсем тума, йывӑҫ лартма палӑртнӑ. Ҫак ӗҫре "Ниме-халӑх бюджечӗ" программӑна усӑ курасшӑн. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ку шухӑша ырларӗ.
- Культура пурнӑҫне туллирех, илӗртӳллӗрех тӑвас тӗлӗшпе те ҫине тӑрса ӗҫлетпӗр, - терӗҫ канашсем хӑнасене ҫӗнетнӗ таврапӗлӳ музейӗнче кӗтсе илнӗ май. 9 пин те 500 ытла экспонат упранать кунта. Музей ҫуртне юсани, ӑна хальхи йышши интерактивлӑ технологисемпе пуянлатни экскурсисене кӑсӑкрах тума пулӑшать. Ҫавна май аваллӑхпа паллашас текенсен йышӗ ӳссе пырать. Кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна музейра 7 пин ытла ҫын пулса курнӑ.
Ача-пӑча тӗп библиотеки те хула ҫуралнӑ кунӗ тӗлне чиперленнӗ. Ӑна вулакансен шухӑш-кӑмӑлне тӗпе хурса ҫӗнетнӗ. Чи пӗчӗккисен, ҫав вӑхӑтрах аслӑраххисен кӑмӑлне те кунта туллин тивӗҫтерме пултараҫҫӗ. Кӗнеке фондне 3 пин те 700 кӑларӑмпа пуянлатнӑ.
Хула аталанса пынинче унта пурӑнакансен тӳпи пысӑк пулнине палӑртрӗ Олег Николаев.
Уявӑн тӗп сцени ҫинче вара мӗн каҫчен юрӑ-ташӑ кӗрлерӗ. Юбилей ячӗпе саламлама Шупашкартан та, Мускавран та хӑнасем ҫитнӗ. Хӑйсен ӗҫӗнче ҫитӗнӳ тунисене, хула аталанӑвӗшӗн тӑрӑшакансене вӗсем патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ.
Екатерина Фомина, Борис Андреев