100 ҫулхи ҫавра ҫула ҫӗр ҫинче ҫеҫ мар, тапӑртатса ташласа кӗтсе илни пурнӑҫри калама ҫук пысӑк телей. Ҫапла, Пётр Леонтьев Турӑ панӑ кашни кунпа савӑнса, пурнӑҫӑн чӑн илемне туйса пурӑнать. Ҫирӗп сывлӑхӗшӑн чи малтан ашшӗ-амӑшне тав тӑвать. Хисеплӗ ветеран Ҫӗрпӳ районӗнчи Шорти Марка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Халӗ вӑл Шупашкар тӑрӑхне кӗрет. Ывӑл ача 16 ҫул тултараспа вӑрҫӑ тухнӑ. Пиччӗшӗсене тӳрех фронта ӑсатма тивнӗ. Пётр вара лаша кӳлсе ялти хӗрарӑмсемпе пӗрле Хусан хӳтӗлев чиккине тунӑ ҫӗре ӗҫлеме кайнӑ. Вӑхӑт шунӑ май ҫемьене умлӑ-хыҫлӑн хура хутсем килме пуҫланӑ.
43-мӗш ҫулта Петр хӑй те салтак атти тӑхӑннӑ. Ҫар ӗҫне хӑнӑхса ҫамрӑк сержант Смоленска ҫитнӗ. Унтан миномётчиксене Витебск енне янӑ. Чӑваш салтакӗ 82 миллиметрлӑ миномёт расчёчӗн командирӗ пулнӑ. Кӗҫех вӗсем тыл вӑйӗпе ҫирӗпленсе Витебск хулине ирӗке кӑларма пултарнӑ.
Малаллахи ҫапӑҫусем салтака Литва, Латви, Польша ҫӗрсемӗ урлӑ Германиех илсе ҫитернӗ. Малта Берлин пулнӑ. Унтах Петр Леонтьевич Аслӑ Ҫӗнтерӗве кӗтсе илнӗ. Тавралла сарӑлнӑ савӑнӑҫ шавне вӑл тӳрех ӑнланса та илеймен. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та вӑл 5 ҫул Совет ҫарӗн Германири ушкӑнӗнче хӗсметре тӑнӑ. 8 хулара службӑра пулнӑ.
Унтан Петр Леонтьев Сталинград ГЭСне тунӑ ҫӗрте вӑй хунӑ. Атӑла пӗвелесен, 1958-мӗш ҫулта ӑна шӑпа Калмӑк Республикине илсе ҫитернӗ. Строительсем малтанах Элистари нимӗҫсем аркатнӑ университет ҫуртне ҫӗнетнӗ. Кунтах ветеран ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӑшӑрӗпе 65 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Ҫак хушӑра Леонтьевсем пӗр ывӑл ура ҫине тӑратнӑ. Вӑл Таганрогра тухтӑр пулса ӗҫленӗ. Шел пулин те, ир пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫавах та ватӑсене тӑванӗсем манмаҫҫӗ. Кинӗпе 2 мӑнукӗ, тата кӗҫӗн мӑнукӗ килсех ҫӳреҫҫӗ. Петр Леонтьевич хӑй те ҫулне кура мар хастар. Мускаври ҫӗнтерӳ парадне те пӗрре мар хутшӑннӑ. Ветеран пурнӑҫри йывӑрлӑхсене парӑнмасӑр яланах савӑк кӑмӑлпа пурӑнма тӑрӑшать, юрлама юратать.
Калмӑк ҫӗрӗ ҫинче Петр Леонтьев чи сумлӑ та хисеплӗ ҫынсенчен пӗри шутланать. Унӑн ҫавра ҫулне уявлассине те Республика ертӳлӗхӗн хушӑвӗпе чи ҫӳллӗ шайра йӗркеленӗ. Саламлама килекенсен йышӗнче вара кам кӑна ҫук пулӗ. Пурте вӗсем Пётр Леонтьевича яланах ҫакӑн пек ҫирӗп вӑй-халлӑ та телейлӗ пулма ҫӑлкуҫ таппиллӗ сывлӑх, тӑнӑҫ пурнӑҫ сунчӗҫ.
Чӑваш Енрен килнӗ ушкӑн та ветеран валли хаклӑ парнесем хатӗрленӗ. Кучченеҫпе пӗрлех хисеп хучӗсем, тӗрленӗ пир кӗпе тата ытти те. Петр Леонтьева Шупашкар тӑрӑхӗн хисеплӗ ҫынни ят пама йышӑнни вара ветераншӑн уйрӑмах хаклӑ та пысӑк парне пулчӗ. Хавхалану саманчӗпе усӑ курса сумлӑ ватӑ хӑй енчен те ентешсене хӗрӳллӗ салам калама ыйтрӗ.
Алексей Енейкин, Александр Герасимов