Кӑҫалтан ҫӗршывра "Кадрсем" ҫӗнӗ наци проекчӗ вӑй илчӗ

Унпа килӗшӳллӗн 4 федераци проекчӗ пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Ҫынсене ӗҫе вырнаҫма, пӗлӳ илме пулӑшас, рабочи профессисен сумне ӳстерес тӗллевпе Чӑваш Енре те ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Кун пирки пире республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова каласа кӑтартрӗ.