Кӑҫал Шупашкарта 28 картише хӑтлӑх кӳме палӑртнӑ

Ҫавӑн хыҫҫӑн нумай хваттерлӗ 42 ҫуртра пурӑнакансем ырлӑх туйса илӗҫ. Палӑртнӑ ӗҫсене тума пурӗ 126 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Ҫывӑх вӑхӑтра Кӑнтӑр поселокӗнчи Никитин урамӗнчи 7-мӗш ҫурт картишне тирпейлеме тытӑнӗҫ. Кунти ҫуртсене иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче хута янӑ. Унтанпа асфальт та арканнӑ, шыв юхмалли канавсем те кивелнӗ. Ятарлӑ комисси вырӑна ҫитсе ҫуртсен таврашӗнчи лаптӑка пӑхса тухрӗ, ырӑ улшӑнусем кӗтнине палӑртрӗ. Ҫавӑн пекех кунта пурӑнакансен сӗнӗвӗсене шута илӗҫ. Ку лаптӑкра 200 яхӑн тӑваткал метр тротуар, 500 ытла тӑваткал метр ҫул юсамалла. Подрядчике палӑртнӑ та ӗнтӗ.

Кӑҫал тӗп хулари 30 ҫурт картишӗнчи ҫутӑ тытӑмне ҫӗнетмелле. Ҫапла 160 юпа, 284 хунар вырнаҫтармалла. Ҫак тӗллевпе 17 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Никитин урамӗнчи 11-мӗш ҫурт картишне виҫӗ ҫул каялла йӗркене кӗртне. Кунта пурӑнакансем ҫӗнӗлӗхпе питӗ кӑмӑллӑ.

Халӗ ҫурт таврашӗнче кӑна мар, подъездсенче те хӑтлӑх хуҫаланать. Ҫакна пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе тунӑ, кашни хута хӑйнеевӗрлӗ илемлетнӗ.

Диана Иванова, Святослав Петров