Ҫапла ырӑ та пархатарлӑ шухӑш-кӑмӑлпа Упи паттӑрӗн тӑхӑмӗсем авалхи ялӑн 725 ҫулхи ҫавра ҫулне уявлама пухӑнчӗҫ.
Уписемпе пӗрлех таврари ялсенче пурӑнакансем те хӑна кӗтсе уява хуплу-пӳремечсем, шӑрттан, чӑкӑт, пулӑ тата ытти апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе килнӗ. Ӗҫме-ҫиме хушшинче ҫырла ярса тунӑ уйран та пур. Вӑл шӑрӑхра лайӑх уҫӑлтарать иккен. Ҫапла тулли сӗтелпе тарават Трак халӑхӗ ентешӗсене уяв кӗрекине пухрӗ. Хӑнасене 1300-мӗш ҫулсенчех мухтавлӑ яла пуҫарса янӑ Упи паттӑр хӑй хапӑл турӗ.
Паянхи уписем те мухтавлӑ мӑн-мӑн аслашшӗ пекех ҫирӗп те тӗреклӗ. Аслисем сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса ҫитӗнекен ӑрӑва пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Ҫамрӑксене валли кунта тӑтӑшах тӗрлӗрен тупӑшусем йӗркелеҫҫӗ. Ял уявӗ те стадионта спорта кӑмӑллакансене пухрӗ. Хастарсем ирӗклӗ майпа кӗрешессинче, боксра, кире пуканне йӑтассинче ӑмӑртрӗҫ, волейболла, футболла вылярӗҫ. Тимӗр ута пӑхӑнтаракансем вара моточупура ӑмӑртрӗҫ. Пӗрле пуҫарса тунӑ ӗҫсем ял халӑхне тӑван тӑрӑхшӑн тата та ытларах тӑрӑшма хавхалантараҫҫӗ.
Упи ялӗн сумлӑ юбилейне халалласа красноармейскисем тӗрлӗрен пултарулӑх конкурсӗсем ирттернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене сцена ҫинче чысларӗҫ. Ятлӑ-сумлӑ ентешӗсемпе ветерансене те парнесӗр хӑвармарӗҫ уписем. Уяв лапамӗнче кашни хӑнана вӗри шӳрпепе сӑйларӗҫ.
Уяв каҫӗнче уписемпе ял хӑнисене эстрада ҫӑлтӑрӗсем савӑнтарчӗҫ. Иксӗлми вӑйпа аталанакан мухтавлӑ ялӑн пин ҫулхи юбилейне те ҫапла ҫӳллӗ шайра кӗтсе илмелле пултӑр терӗҫ.
Алексей Енейкин, Святослав Петров