Хулара пурӑнмалли майсем лайӑхланса пынипе ял халӑхӗ те хӑтлӑ та тӑнӑҫ пуласлӑхшӑн тӑрӑшать. Арапуҫ ялӗнчи Евгений Спиридонов, сӑмахран, ялти пурнӑҫа кӑмӑлласа йышлӑ ҫемйи валли патшалӑх уйӑрса панӑ ҫӗнӗ вырӑнта ҫурт лартас тӗллевлӗ. Анчах та, ӗҫе пуҫӑнма тӗрлӗрен чӑрмав чарать.
Николай Владимиров вырӑнти пуҫлӑхпа пӗрле ҫак ыйтӑва майпен-майпен татса пама пултарнине каларӗ. Шыв пӑрӑхӗсене ҫӗнӗ урама кӑҫалах илсе пыма пулать, электричество ыйтӑвӗ те нумаях кӗттермӗ. Тикаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Валерий Нарсов вара сенатор патне халӑх ыйтӑвӗпе килнӗ. Ҫырма ик енче вырнаҫнӑ ялта 2017-мӗш ҫултах тума пуҫланӑ автомобиль ҫулне халӗ те вӗҫлеймен. Тикашсене пӗрлештерекен кӗпере халь-хатӗр юсамасан инкек пулма пултарать.
Мария Николаева та "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партийӗн йышӑну пӳлӗмне Арапуҫран килнӗ. Пин те 200 ҫын пурӑнакан ялта кивӗ шкула пӑснӑ хыҫҫӑн ҫӗннине, темшӗн, тума шутламаҫҫӗ,- тет вӗрентекен. Халӗ Арапуҫри 120-е яхӑн ача таврари тӗрлӗ шкула ҫӳрет. Ял-йыш шантарнӑ пӗлӳ ҫуртне кӗтни кӑлӑхах пулать-ши тесе пӑшӑрханать, иккен. Николай Николаевич ҫак ыйтӑва тепӗр хут яваплӑ министерство шайӗнче ҫӗклессине каларӗ.
Николай Владимиров йышӑну пӳлӗмне килнӗ кашни ҫыннӑн ыйтӑвне тимлӗхе илсе асӑрхаса тӑнине пӗлтерчӗ.
Алексей Енейкин, Виктор Степанов