"Ниме - халӑх бюджечӗ" программӑпа республикӑри ялсемпе хуласенче чылай ырӑ улшӑну пулса иртет. Шупашкарти Шумилов урамӗнчи картиш те ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗнелмелле. Кунта ача-пӑча лаптӑкӗ тума тата тротуар сарма палӑртнӑ. Паянхи куна проектшӑн яваплӑ "Кермен" подряд организацийӗ ӗҫсен 20 процентне кӑна тунӑ.
Депутатсем тӗрӗслевпе ҫитнӗ кун объектра ӗҫлекенсем ҫукчӗ. Апла пулин те подрядчик проекта планпа килӗшӳллӗн туса пӗтерме шантарчӗ. Ҫитес вӑхӑтра кунта вӑйӑ конструкцине вырнаҫтарма палӑртнӑ. Кадыков урамӗнчи 6, 8 тата 10-мӗш ҫуртсен картишӗнче вара ӗҫ кал-кал пырать. Ку объектшӑн та "Кермен" подряд организацийӗ яваплӑ. Строительсем тренажерсем, чуччусемпе вӑйӑ конструкцийӗсем вырнаҫтарнӑ та ӗнтӗ. Унчченхисем кивелсе ҫитнӗ пулнӑ, хӑрушсӑрлӑх йӗркисене тивӗҫтермен, терӗҫ кунта пурӑнакансем. Проект хакӗ - 5 миллион та 800 пин тенкӗ, халӑх 285 пин тенкӗ пуҫтарнӑ.
36-мӗш ача сатӗнчи ҫула та халӑх пуҫарӑвӗн программипе килӗшӳллӗн ҫӗнетеҫҫӗ. Кунти асфальт шӑтӑк-путӑклӑ, уйрӑмах апат-ҫимӗҫ илсе килекен машинсене кӗрсе тухма чӑрмавлӑ пулнӑ.
Планпа килӗшӳллӗн юсава авӑн уйӑхӗн пӗрремӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Хальлӗхе ачасем ҫывӑхри сатике ҫӳреҫҫӗ. "Халӑх контролӗн" хастарӗсем кашни объектрах подрядчиксене ӗҫе вӑйлатма хушрӗҫ.
Елена Дмитриева, Святослав Петров








