Халӑх асӗнче вӗсен ырӑ ячӗсем яланах упранӗҫ

2025-мӗш ҫул ырӑ та савӑнӑҫлӑ пулӑмсемпе пӗрлех хурлӑхлӑ хыпарсемпе те асра юлчӗ. Чӑваш ҫӗрӗ кӑҫал сахал мар пултаруллӑ ывӑл-хӗрӗпе сывпуллашрӗ. Хӑшне-пӗрне аса илер-ха.

Ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑр салтакӗсемпе пӗрлех кулленхи пурнӑҫра та кӑҫал сахал мар ҫухату пулчӗ. Вӗсен йышӗнче малтанах РСФСР халӑх артистне Нина Григорьевана аса илетпӗр. Чӑваш академи драма театрӗн пурнӑҫӗнче вӑл калама ҫук тарӑн та ҫутӑ йӗр хӑварчӗ. Мускаври Луначарский ячӗллӗ театр институтне пӗтерсенех Нина Ильинична Шупашкара таврӑннӑ. Ӗмӗр тӑршшӗпех мӗнпур вӑй-халне юратнӑ театра панӑ вӑл. Сцена ҫинче 62 ҫул выляса 100 ытла сӑнар калӑпланӑ. Халӑх асӗнче вӑл ӗмӗрлӗхех чи ырӑ туйӑмсемпе тӑрса юлӗ.

Аслӑ спортра пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑ Валерий Львов тӗнче чемпионӗ те кӑҫал ӗмӗрлӗхех куҫне хупрӗ. 15 ҫулта спорт тӗнчине килсе аслӑ рингра 250 ҫапӑҫу ирттернӗ вӑл. 233-шӗнчен ҫӗнтерӳпе тухнӑ. 1978-мӗш ҫулта малтанах СССР, унтан тӗнче чемпионӗ пулса ҫӗршывӑн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ пулса тӑнӑ. Спорт карьерине вӗҫлесен те Валерий Константинович юратнӑ ӗҫрен кайман, бокс тренерӗ пулса тепӗр тӗнче чемпионне, Раҫҫейӗн 10 спорт мастерне хатӗрленӗ.

Чӑвашран тухнӑ офицерсен Мускаври "Сыны Отечества" пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Владислав Ильин вице-адмиралӑн чӗри те кӑҫал тапма чарӑнчӗ.  Каҫал тӑрӑхӗнчи Шурут Нурӑсра ҫуралса ӳснӗскер Лӑпкӑ океан ҫар училищине, унтан ятарлӑ аслӑ офицер класӗсене, тинӗс ҫар академине тата Тӗп штабӑн ҫар академине пӗтернӗ. Шыв айӗнчи атомлӑ карапсенче службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн ракетӑллӑ крейсерсен командирӗ пулнӑ. Раҫҫей тинӗс ҫар флочӗн тӗп штабӗн начальникӗн ҫумӗ пулса тимленӗ. Ҫарти ҫитӗнӳсемшӗн Владислав Ильин чылай патшалӑх наградине тивӗҫнӗ.

Чӑваш Ен митрополийӗ те пысӑк ҫухату тӳсрӗ. Чылай ҫул чирленӗ хыҫҫӑн Михаил Иванов протоиерейӗн чӗри тапма чарӑннӑ. Ҫамрӑклах вӑл Мускаври тӗн академине пӗтерсе хӑйӗн пурнӑҫне пӗтӗмпех Турӑ аллине панӑ. 95-мӗш ҫулта Шупашкарта тӗн училищи уҫса ӑна 20 ҫул ертсе пынӑ, ректор пулнӑ. Унӑн вуншар вӗренекенӗ халӗ Чӑваш Енри тӗрлӗ чиркӳре ӗҫлет. Богослови кандидачӗ тӑрӑшнипех телевиденире чылай ҫул тӗн ҫинчен ятарлӑ кӑларӑм тухса тӑчӗ, республикӑра тӗрлерен ыркӑмӑллӑх уявӗсем, конкурс-фестивальсем иртрӗҫ. Патшалӑх тытӑмӗнче вӑй хуракансемпе тӗрлӗ ведомство хастарӗсемшӗн те Михаил атте хӑйнеевӗр тӗн хӳтӗлевҫи пулса тӑнӑ. Ӳнер тӗнчи вара пултаруллӑ ӑстапа - Нина Алимасовапа сывпуллашрӗ. Педагогика ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ, доцент, Раҫҫей ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ пурӑннӑ пулсан кӑҫал 86 тултармаллаччӗ. Брянск тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗскер 56-мӗш ҫулта Шупашкарти ӳнер училищине вӗренме кӗнӗ. Аллине диплом илсен архитектор, художник пулса ӗҫленӗ. 74-мӗш ҫулта сӑрӑ ӑсти педуниверситетри ӳнерпе графика факультетне пӗтернӗ, унтах преподавательте тӑрӑшнӑ. Республикӑн Аслӑ вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ.

Пирӗн телерадиокомпани вара кӑҫал Надежда Александрова журналиста юлашки ҫула ӑсатрӗ. Надежда Валерьевна Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ чухнех телевиденире практика тухнӑ. Аслӑ шкула "5" паллӑпа пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр иккӗленӳсӗр телевидени ӗҫне суйласа илнӗ. Редакцире 25 ҫул ӗҫлесе пин-пин видеосюжет, тӗрлӗрен телекӑларӑмсем ӳкерсе халӑх умне кӑларнӑ. Пултарулӑхри ҫитӗнӳсемшӗн тӗрлӗ ведомство наградисене, тав хучӗсене тивӗҫнӗ. Унӑн ырӑ кӑмӑллӑ ҫутӑ сӑнарӗ пирӗн асрах упранӗ. 
Массӑллӑ хыпарлавпа патшалӑх тытӑмӗн хастарӗ Александр Магарин та 25-мӗш ҫул чаршавӗ хыҫне юлчӗ. Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне пӗтерсе ҫамрӑклах "Сувар" хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшнӑ вӑл.  Унтан Чӑваш Ен президенчӗн администрацийӗнче тимленӗ. Пирӗн телерадиокомпанире те чылай вӑй хунӑ. Малтан редактор, каярахпа директор ҫумӗ пулнӑ. Пӗр вӑхӑт Наци телерадиокомпанийӗн директорӗ пулнӑ. Юлашки ҫулсенче Александр Николаевич республикӑри Патшалӑх Канашӗн Секретариатне ертсе пынӑ. Халӑх ӑна ытларах пултаруллӑ журналист пек пӗлет. Вӑл хатӗрленӗ кӑларӑмсемпе пӗрлех унӑн ырӑ сӑнарӗ те пирӗн асра пулӗ.

Ҫавӑн пекех кӑҫал Надежда Силпи поэт ӗмӗрлӗхех куҫне хупрӗ, Ҫӗнӗ Шупашкара никӗслекенсенчен пӗри, хулан хисеплӗ ҫынни Иван Николаев, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ Евгений Тертышный тата ытти паллӑ та мухтавлӑ ентешсем уйрӑлса кайрӗҫ. Халӑх асӗнче вӗсен ырӑ ячӗсем яланах упранӗҫ.