"Астӑвӑм часовни" - халӑх асӗнче упранакан пысӑк инкеке халалланӑ кӗске метрлӑ фильм. Куракана вӑл Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Хуракассинче пулса иртнӗ хӑрушӑ пушара аса илтерет. Синкер пулӑм шкулти уяв каҫне пухӑннӑ халӑха 1961-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗнче кисретнӗ. Вӑл каҫ вут хыпса илнӗ шкулта 110 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсенчен 106-шӗ ача пулнӑ. 64 ҫул каяллахи манӑҫми сурансемпе пурӑнакан хастарсем пуҫарнипе кӑҫал унта часовня лартнӑ. Ырӑ ӗҫе Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков тата Чӑваш патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов хутшӑннӑ, курӑмлӑ пулӑшу панӑ.
Часовньӑна сӑвапласа уҫма пухӑннисен хурлӑхлӑ сӑмахӗсемпе инкеке ас тӑвакансен асаилӗвӗсене Виктор Чугаров икӗ чӗлхепе ҫырса илнӗ. Кашни сӑн-пите ӳнерҫӗ евӗр тӗрлӗ ӑсталӑх мелӗсене усӑ курса ӳкернӗ. Картинӑри тӗп сӑнарсенчен пӗри - Владимир Нагорнов скульптор. Кунта вырнаҫтарнӑ "Хурлӑхлӑ амӑшӗн" кӳлепине шӑпах вӑл ӑсталанӑ. Владимир Порфирьевич фильм авторне ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн тав хучӗпе чысларӗ.
Кинокартина хӑтлавӗнче Чугаров режиссер пултарулӑхне кӑмӑллакансем самайӑн пулчӗҫ. Виктор Александровича ырӑ ӗҫӗшӗн тав туса малашне те тухӑҫлӑ ӗҫлеме ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Алексей Енейкин