"Виҫкӗтеслӗ салтак ҫырӑвӗ" кӑларӑм - республикӑра пӗлтӗр иртнӗ наукӑпа тӗпчев акцийӗн пӗтӗмлетӗвӗ. Ӑна Вӗренӳ министерстви тата Раҫҫейри ҫарпа истори обществин регионти уйрӑмӗ пуҫарнӑ. Акцие хутшӑнса шкул ачисемпе студентсем фронтран янӑ ҫырусене тупассипе, вӗсене сыхласа хӑварассипе тӑрӑшнӑ. Вӗренекенсемпе педагогсем пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ: ҫемье архивӗсене тӗпченӗ, сӑн ӳкерчӗксене ҫӗнӗтнӗ. Ку кӗнеке - наука проекчӗ кӑна мар, вӑл ӑрусен чӗрӗ ҫыхӑнӑвӗ, паттӑрсене сума суни, асра тытни. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Надежда Захарован кукашшӗ - Трофимов Алексей Трофимович вӑрҫӑ пуҫлансанах фронта тухса кайнӑ.
Акци вӑхӑтӗнче 1941-1945-мӗш ҫулсенче ҫырнӑ 555 ҫыру тупнӑ. Вӗсене чӑваш, вырӑс, тутар, ирҫе тата мари чӗлхисемпе шӑрҫаланӑ. Ҫак ҫырусем истори тӗлӗшӗнчен калама ҫук пӗлтерӗшлӗ. Вӗсенче - салтак пурнӑҫӗ, кӑмӑлӗ, юратӑвӗ. Хӑйнеевӗрлӗ калавсен пуххине кӑларма республикӑри 5 пин ытла шкул ачи хутшӑннӑ. Кашниех хӑйсен тӑрӑхӗнчи паттӑрсен пурнӑҫне тӗпченӗ.
Пӗлтерӗшлӗ ӗҫе тӳпе хывнисене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чунтан тав турӗ. Ку кӗнеке ветерансем умӗнче хӑйне май пуҫ тайни пултӑр, терӗ. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров вара ҫӗнӗ кӗнекене ҫамрӑк авторсене парнелерӗ. Ҫавӑн пекех республикӑри кашни шкул библиотекине пӗрер кӑларӑм ҫитерӗҫ.
Диана Иванова, Игорь Ульянов