Хусанти Гурий, Герман тата Варсонофий святойсене аса илнӗ кун Шупашкарти кафедраллӑ Введени чиркӗвӗнче тӗрӗк тата чиркӳ славян чӗлхисемпе пӗрлехи кӗлӗ иртрӗ. Литургие Шупашкар тата Чӑваш митропроличӗ Савватий йӗркелесе ертсе пычӗ. Унпа пӗрле Канаш тата Беловолжск епископӗ Стефан, Введенни чиркӗвӗн ключарӗ Вениамин Пегасов протоиерей, Шупашкар епархийӗн секретарӗ, хула округӗн благочиннӑйӗ, Христосшӑн асапланса вилнӗ ҫӗнӗ святойсен ячӗпе Шупашкарта лартнӑ чиркӗвӗн настоятелӗ Иов (Маркелов) иероманах, епархи мӑнастирӗсен пуҫлӑхӗсем, чиркӳ округӗсен благочиннӑйӗсем, Улатӑр, Хусан, Канаш, тӗрӗк чӗлхиллӗ Набережные Челны, Чистополь епархийӗсенчи хуласенчи чиркӳсен настоятелӗсемпе клирикӗсем кӗлтурӗҫ.
Пӗрлехи кӗлле Шупашкарти хӗрарӑмсен мӑнастирӗн настоятельници Сергия (Рузавина) игумения, Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен мӑнастирӗн настоятельници Нина (Волкова) игумения хутшӑнчӗҫ.
Апостолсен ҫырӑвӗсене тата Евангели сыпӑкӗсене чиркӳ–славян чӗлхипе, чӑвашла тата тутарла вуларӗҫ.
Гурий архиепископ Шупашкар хулишӗн паха ҫын. Хусана кайнӑ чухне вӑл халӗ хӗрарӑмсен мӑнастирӗ ларакан вырӑнта чарӑннӑ, Турӑ Амӑшӗн Владимирская таса сӑнӗпе пилленӗ. Ҫавӑнпа та ӑна Владимирская Горка тенӗ. Гурий святитель ҫак вырӑнта пысак хула ӳссе ларӗ, унта чиркӳсем нумай пулӗҫ тесе пиллесе хӑварнӑ. Гурий, Варсонофий тата Герман малтан виҫҫӗшӗ те Хусан епархийӗнче тӑрӑшнӑ, Чӑваш епархийӗ каярахпа кӑна, революци хыҫҫӑн пуҫланса кайнӑ. Унччен эпир Хусан епархийӗнче пулнӑ.
Гурий, Варсонофий тата Герман святой архиерейсене аса илнӗ кун Чӑваш патшалӑх университетӗнче кӑҫалхипе 9-мӗш хут Гурий святой ячӗллӗ регионсем хушшинчи пӗлӳлӗх вулавӗсем иртрӗҫ. Шупашкар тата Чӑваш епархийӗн миссионерсен пайӗ йӗркеленӗ конференцире чӑн тӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнче авалтан пуҫласа паянхи кунччен аталаннипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ. Конференци ӗҫне университет ректорӗ Андрей Александров, Чӑваш митропролийӗн пуҫлӑхӗ Высокопреосвященнейший Савватий, Федераци Канашӗн сенаторӗ Николай Федоров, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов, культура министрӗ Светлана Каликова, вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Максим Гришин хутшӑнчӗҫ.
Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Людмила Каяхова