Этемлӗхӗн черчен пайне савӑнма нумай та кирлӗ мар

Уяв умӗн йӗрке пӑснипе мар, саламласа парне парас, телейлӗ ҫул сунас тӗллевпе чараҫҫӗ. Пӗтӗм Тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ умӗн ҫул-йӗр инспекторӗсем йӑлана кӗнӗ акци йӗркеленӗ. 

Ырӑ пуҫарупа ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха тимлекенсемпе Шупашкарти Республика лапамне пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те тухрӗ. Сӑмах май, акци регионӗпех вӑй илнӗ. Экипажсем ҫамрӑк инспекторсен юхӑмӗн хастарӗсемпе пӗрле хӗрарӑм-водительсене чараҫҫӗ. Ҫурхи чечек ҫыххи, асӑнмалӑх парне тата ачасем хӑйсен аллипе ӑсталанӑ открытка параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӑшӑ салампа танах ҫул-йӗр йӗркисене пӑхӑнма, асӑрхануллӑ пулма сунаҫҫӗ. Парнеллӗ патрульсем пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен 8-мӗшӗччен ҫул ҫинче сыхӑ тӑраҫҫӗ.

Алиса Александрова, Елена Михайлова, Денис Афанасьев