Чӑваш академи драма театрӗнчи чӑрӑша хӑйне евӗр теттесемпе хитрелетнӗ. Хӗл Мучи вӗсене министерствӑсен ертӳҫисене, ҫын тата ача прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйсене валеҫсе пачӗ. Кашни теттере ача ӗмӗчӗ пытаннӑ. Сӑмахран, 8 ҫулти Андрей велосипед ыйтса ҫырнӑ. Ӑна республикӑн чрезвычайлӑ лару-тӑру министрӗ Сергей Павлов парнелӗ. Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Лариса Тарасова вара тӑваттӑри Ульянӑна савӑнтарӗ. Хӗрачана пукани валли кӳме кирлӗ. Ҫӗнӗ ҫул - ачасен чи кӗтнӗ уявӗ, вӑл асра юлтӑр тесен пирӗн, ҫитӗннисен, тӑрӑшмалла, - терӗҫ ӗмӗте пурнӑҫлама пулӑшакансем.
Акцие 3 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Хӑйсен ӗмӗчӗсене вӗсен "Ёлкажеланий.рф" сайтра ҫырса пӗлтермелле. Ҫак ырӑ пуҫару ҫӗршывра 7 ҫул каялла вӑй илнӗ. Хальччен 320 пин ытла ачан ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Акци нарӑсӑн 28-мӗшчен пырать.
Екатерина Фомина, Павел Иритков