Элӗкри йывӑҫран купаласа хӑпартнӑ мӑнаҫлӑ чиркӳ аякранах курӑнать. Унӑн проектне 2007-мӗш ҫулта туса хатӗрленӗ, 2008-мӗш ҫулта вара вӑл вӑхӑтра Улатӑр епископӗ пулнӑ Шупашкар епархийӗн викарийӗ Савватий пулас чиркӗвӗн никӗсне хывас йӗркене ирттернӗ. Кӑҫал Турӑ Амӑшӗ ҫывӑрса кайнӑ ятпа лартнӑ ҫӗнӗ чиркӗве Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Варнава кӗлтуса тасатнӑранпа 10 ҫул ҫитрӗ. Уяв кӗллине чиркӗве ҫӳрекенсем йышлӑ пухӑнчӗҫ. Савватий митрополита епархи священникӗсем пулӑшса пычӗҫ, Ектени вӑхӑтӗнче вӗсем пурте пӗрле Ҫветтуй Раҫҫейшӗн Турра тархасларӗҫ.
Туррӑн Ӳчӗпе Юнне ӑша илес умӗн Муркаш округӗнчи Йӳҫкасси чиркӗвӗн настоятелӗ Сергий Воронцов иерей халӑх умне тухса калаҫрӗ, Турӑ Амӑшӗн таса сӑнӗсем тӗрлӗрен пулни, «Знамение» ятлин пӗлтерӗшӗ пирки ӑнлантарчӗ.
Литурги вӗҫленсен чиркӳ настоятелӗ Виктор Муравьёв протоиерей Савватий митрополита уяв кӗллине хутшӑннӑшӑн тав турӗ, ҫак чиркӗвӗн историйӗ авалтанпах пыни, синкер саманана чӑтса ирттерни ҫинчен каларӗ, архиерея сывлӑхшӑн просфор парса чысларӗ.
1930-мӗш ҫулта чиркӗве хупнӑ хыҫҫӑн кунта 60 ҫул служба пулман. Чиркӳ ҫуртӗнчен клуб туса хунӑ. Самана улшӑнсан ҫак вырӑнта кӗлӗ ҫурчӗ уҫнӑ. Турӑ Амӑшӗн «Знамение» таса сӑнӗн кунӗнче ҫӗнӗ чиркӗве кӗлтуса тасатнӑранпа 10 ҫул ҫитнине паллӑ тунине элӗксем пӗчӗкҫӗ юбилей тесе палӑртрӗҫ. Таса Чиркӳшӗн уйрӑмах тӑрӑшса ӗҫлекенсене Архиерей грамотисем парса чыслани вӗсемшӗн ҫак кун паха парне пулчӗ. Савватий митрополит пурне те уяв ячӗпе ӑшшӑн саламласа пил сӑмахӗсем каларӗ.
Роза Деменцова, Зинаида Паршагина