Ӗлӗкхи йӑлана чӗртсе тӑратас теҫҫӗ

Православи тӗнне ӗненекенсем Петрпа Павел апостолсен кунне паллӑ турӗҫ. Халӑхра вара ӑна Питрав теҫҫӗ. Ҫавна май республикӑри чылай ял-хулара савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫ иртрӗ. Канаш тӑрӑхӗнчи Юмансарта пурӑнакансем те уява пухӑнчӗҫ.

Ваттисем каланӑ тӑрӑх, Питрав кунӗ хыҫҫӑн куккук авӑтма чарӑнать, шӑпчӑк та юрлама пӑрахать. "Хӗвел пуҫ ҫинче, анчах умра ҫӗртме уйӑхӗ", тенӗ вӗсем. Ҫавӑнпа та хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗ пуҫланиччен ял-йыш савӑнса юласшӑн пулнӑ. Уява ирттерме халӑх Юмансарти ҫӗнелнӗ культура ҫурчӗ умне пуҫтарӑнчӗ. Клуба хута янӑранпа ял ҫыннисен вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли майсем анлӑланнӑ. 

Питрав кунне ку тӑрӑхра юлашки хут 60-мӗш ҫулсенче паллӑ тунӑ. Нумай вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн ырӑ йӑлана чӗртсе тӑратас шухӑш культура ҫурчӗн ертӳҫин Людмила Кудряшован ҫуралнӑ. Халӑх та сӗнӗве ырласа йышӑннӑ.

Ял-йыш уява урамӗ-урамӗпе пухӑнчӗ. Пурте туслӑн, тӗплӗн хатӗрленнӗ. Тулли сӗтелне те ял ҫыннисем хӑйсемех хатӗрленӗ, техӗмлӗ сӑра вӗретнӗ.

Ҫак кун Юмансарта пурӑнакансем чӑннипех та чунпа савӑнчӗҫ. Юрӑ-кӗвӗ кунӗпех татӑлмарӗ. Ташлакансем хушшинче камӑн тумӗ илемлӗрех пулнине те палӑртрӗҫ. Культура ҫуртӗнче тӗрлӗ ансамбль ӗҫлет. Уявра кашниех хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартрӗ. Питрав кунӗ пирки ятарлӑ сценка та хатӗрленӗ. Унтан ял-йыш вӑйӑ картине тачӗ.

Юмансарта 700-ре яхӑн ҫын пурӑнать. Ял аталанса, илемленсе пынине палӑртрӗҫ уява пухӑннисем. Сцена ҫинче ялти хастарсене чысларӗҫ. Ҫак уява малашне те йӗркелес тӗллевлине пӗлтерчӗҫ.

Диана Иванова, Вадим Владимиров