Элӗк тӑрӑхӗнчи татмӑшсем "Атӑк ҫӑлӗ" ҫут ҫанталӑк паркӗнче часовня туса лартнӑ

Мӑн аслашшӗсем пурӑннӑ чухнех хӑватлӑн тапнӑ, паянхи кун та сиплӗ шывӗпе чуна уҫакан ҫӑлкуҫ таврашне хӑтлӑх кӳнӗ, халӗ халӑхра "Атӑк ҫӑлӗ" ят илнӗ вырӑнта часовня туса лартнӑ. Ҫак кунсенче Элӗк тӑрӑхӗнчи Татмӑш ялӗнче пурӑнакансем тепӗр ырӑ сӑлтавпа пӗрле пухӑнчӗҫ.

Тӗлӗнмелле хӑватсем кӑтартакан Ҫветтуй Николай ячӗпе ҫӗкленнӗ часовняна тата ҫӑл шывне Виктор Муравьев протоиерей сӑвапларӗ. 

Халӑх сума сӑвакан вырӑнта часовня уҫма татмӑшсене Савватий Владыка пехил панӑ. Ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Альберт Сергеев хавхалантарнипе ял ҫыннисем кар тӑрса ниме меслечӗпе ӗҫе пикеннӗ. Ют ҫӗршывра пурӑнакан ентешӗсем таранах пархатарлӑ пуҫарӑва тӳпе хывнӑ. Кам укҫа-тенкӗпе, кам строительство материалӗсемпе тивӗҫтерсе, хӑшӗ-пӗри ӗҫӗпе. Мӗн авалтан ҫӑл таврашӗ вӑй кӳрекен сӑваплӑ вырӑн шутланнӑ. 

Ватӑраххисем ҫак тӗлте ӗлӗк несӗлӗсем ҫумӑр ыйтса ҫӳлти вӑйсене тархасласа чӳк ирттернине пӗлеҫҫӗ. Халӗ тӗнче тӑрӑх саланнӑ татмӑш ывӑл-хӗрӗ ачалла лаша шӑварма ҫӳренӗ. Ҫавӑнпа мӗн ачаран чуншӑн хаклӑ пулнӑ вырӑнсене таса-тирпейлӗ упраса пурӑнас тесе чылай ҫул каялла Ҫут ҫанталӑк паркӗ тума пуҫланӑ. 

Владимир Потанин фончӗ ырланӑ сывлӑх сукмакӗн проекчӗпе Альберт Сергеев ял халӑхне культура ҫуртӗнче паллаштарчӗ. Ҫакӑнтах татмӑшсене пархатарлӑ ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн, тӑван тӑрӑхӗн аталанӑвне, историне сыхлассине тӳпе хывнӑшӑн тав турӗ. Хавхалантармалӑх тав ҫырӑвӗсемпе, асӑнмалӑх парнесемпе чысларӗ. Ял ҫыннисемшӗн пӗлтерӗшлӗ кун халӑха Муркаш тӑрӑхӗнчен килсе ҫитнӗ "Расна" эстрада ушкӑнӗ пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗ.

Алиса Александрова, Александр Семенов