Елчӗкре тӗрлӗ тытӑмри ветерансене чысларӗҫ

Ватта сума сӑвакан хӑй те сумлӑ пулакан. Иртсе кайнӑ ваттисен кунне халалласа Елчӗк Ен ентешлӗхӗн хастарӗсем вырӑнти администраципе пӗрле аслӑ ӑрури хисеплӗ ҫынсене чысларӗҫ.

Культура керменне пухӑнакансене елчӗксем тарават юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ. Хисеплӗ кинемейсемпе асаттесене мӗнле-ха ҫапла хапӑл тумӑн. Хӑнасене кӗтсе кунта анлӑ курав хатӗрленӗ. Экспозици Елчӗк тӑрӑхӗн кун-ҫулӗпе, халӑхӑн мухтава тивӗҫлӗ ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарать. Уява пуҫличчен вара ырӑ йӑлапа пурне те сцена ҫинчен священник пил парса саламларӗ.

Туррӑн пиллӗхӗ ырӑ ҫынна яланах вӑй парса пырать. Тивӗҫлӗ канурисем ҫакна никамран ытла туяҫҫӗ. Залра пухӑннӑ ветерансем шӑпах ҫулӗсене кура мар тӗрлӗ ӗҫре хастарлӑхпа палӑраҫҫӗ. Ҫӗршыври ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑва шута илсе ҫар операцине пулӑшассинче вӑй хураҫҫӗ. Кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр салтаксене валли ӑшӑ ҫи-пуҫ, хӳтлӗх каррисем ҫыхаҫҫӗ. Фронта апат-ҫимӗҫ, тӗрлӗрен хатӗр-хӗтӗр ӑсатаҫҫӗ. 

Тӗлпулура Аслӑ ҫӗнтерӳ юбилейне палӑртса вӑрҫӑ ветеранӗсене асӑнчӗҫ. Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫамрӑксене паттӑрсен тӗслӗхӗпе ӳстермеллине каларӗҫ.

Сумлӑ ватӑсемпе ӗҫ ветеранӗсем, вӗренӳпе культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем хӑйсен тивӗҫне яваплӑн пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Елчӗк тӑрӑхӗнче паян Чӑваш Енри хальхи вӑхӑтри пӗртен-пӗр Социализмла Ӗҫ Геройӗ - Николай Панкратов пурӑнать. 

Уявра хисеплӗ ватӑсене Елчӗк администрацийӗн тата ентешлӗхӗн хисеп хучӗсемпе, парнесемпе чысларӗҫ. хаваслӑ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ.

Елчӗксен ентешлӗхӗн ертӳҫи Юрий Карпов тата партин райкомӗн 1-мӗш секретарӗ пулнӑ Василий Шадриков республикӑри ветерансен Канашӗн хисеп медальне тивӗҫрӗ. Аслӑ ӑру хастарӗсем пӗр-пӗрин ҫитӗнӗвӗпе хӑпартланса тӑван тӑрӑх аталанӑвӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

Ҫакӑн евӗр ӑшӑ тӗлпулусене кунта тӑтӑшах ирттерме палӑртаҫҫӗ. Кӗҫех елчӗксен ентешлӗхӗн уявӗ те пулмалла. Кӑҫал вӑл раштавӑн 6-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче хӑна пухӗ.

Алексей Енейкин