Эпир республикӑри тӗрлӗ ведомствӑпа тачӑ ҫыхӑнура ӗҫлетпӗр. Вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ, ҫитӗнӗвӗсем пирки регионта пурӑнакансем шӑпах пирӗн кӑларӑмсене курса, итлесе пӗлеҫҫӗ. Уяв кунӗ вара пирӗншӗн юлташ пекех пулса тӑнисенчен чылай салам йышӑнтӑмӑр. Росгвардин регионти управленийӗн "Волжские берега" ҫар оркестрӗ пирӗн коллектива килсех саламларӗ. Хӑйсен кулленхи ӗҫне хамӑр кӑларӑмсенче вӑхӑтлӑ ҫутатнӑшӑн тав турӗҫ, малашне те пӗрле ӗҫлессе шаннине палӑртрӗҫ. Антон Покорский дирижер ертсе пынипе музыкантсем темиҫе хайлав шӑрантарчӗҫ.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров