Республика Пуҫлӑхӗн пуканне иккӗмӗш хут йышӑннӑ хыҫҫӑн ирттернӗ пӗрремӗш тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче Олег Николаев 50 яхӑн ыйтӑва хуравларӗ. Вӗсене маларах патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗ урлӑ тата регион ертӳҫин социаллӑ сетьри страницисенче йышӑннӑ. Уҫӑ эфир вӑхӑтӗнче ҫыракансем, шӑнкӑравлакансем те чылаййӑн пулчӗҫ. Кӑларӑма "Чувашия" телерадиокомпани директорӗ Екатерина Канюка ертсе пычӗ. Калаҫӑва пуҫланӑ май Олег Николаев тӗп тӗллеве палӑртрӗ. Пурнӑҫ майӗсем хула тата ял ҫыннисен пӗрешкелех хӑтлӑ пулмалла. Ҫакна Правительство тӗпе хурса ӗҫлет, терӗ вӑл.
Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче хускатнӑ ыйтусенчен ытларахӑшӗ социаллӑ пулӑшу парассипе ҫыханнӑ. Ятарлӑ ҫар операцинче аманнӑ салтаксем регион тӳлевне тивӗҫееҫҫӗ. Кун пирки калакан Указа алӑ пуснӑ, чӳк уйӑхӗнче заявленисене йышӑнма пуҫлассине пӗлтерчӗ Олег Николаев. Нумай ачаллӑ ҫемьесене, вӗрентекенсене, сусӑр ҫынсене пулӑшмалли майсене те тишкерсе тухрӗҫ. Ҫулсем, шкулсемпе ача сачӗсем тӑвас ӗҫ республикӑра мӗнле пынипе те кӑсӑкланчӗҫ куракансем. Кӑҫал Ҫӗнӗ хула микрорайонта пин те 400 ача валли пӗлӳ ҫурчӗ ҫӗклеме пуҫланӑ. Ҫитес ҫул Акварель микрорайонта та ҫӗнӗ шкул тума пуҫлӑпӑр, - терӗ Олег Николаев.
Республика Пуҫлӑхӗнчен пулӑшу ыйтакансем те пулчӗҫ. Пӗрисен урамра ҫутӑ хунарӗсем ҫунмаҫҫӗ, теприсен шыв башни кивелнӗ. Сӗнтӗрвӑрринчи Лесная урамри 1-мӗш ҫуртра пурӑнакансем те хӑйсен нуши татӑласса тахҫантанпах кӗтеҫҫӗ. "Пӳрте 2018-мӗш ҫултах пурӑнма юрӑхсӑррисен йышне кӗртнӗ, анчах пире урӑх ҫӗре ҫаплипех куҫармаҫҫӗ, - тенӗ ҫырура. Олег Николаев ку лару-тӑрӑва тӗпчеме шантарчӗ. Республика ертӳҫи пурне те тулли хурав пама тӑрӑшрӗ. Эфир вӑхӑтӗнче тишкерсе ӗлкӗреймен ыйтусене те уҫӑмлатӗҫ. Хуравӗсене республикӑра пурӑнакансем патне ҫывӑх вӑхӑтра ҫитерӗҫ.
Екатерина Фомина, Андрей Шоклев, Виктор Степанов, Вадим Владимиров