Ҫитес уйӑхра Шупашкарта Семён Ислюков патшалӑх деятельне асӑнса палӑк лартаҫҫӗ

Мӑнаҫлӑ кӳлепене халӗ Мускав тӑрӑхӗнче хатӗрлеҫҫӗ. Унӑн авторӗ Владимир Нагорнов скульптор. Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш халӑх художникӗпе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ тӗл пулчӗ.

Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвелӑнӑҫ районӗнче, аслӑ Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ Ислюков урамӗ кӗҫех илемлӗ скверпа пуянланӗ. Партипе патшалӑхӑн хисеплӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа кунта хӑтлӑх ӗҫӗсем туса ирттерме палӑртнӑ. Ҫапла, ҫын йышлӑ пулакан лаптӑкра Семён Матвеевичӑн палӑкне лартма шутланӑ. Ку ӗҫе тума халӑх пуҫлӑхсенчен тахҫанах ыйтнӑ. 

Владимир Нагорнов калӑпланӑ палӑк кӳлепине халӗ ӑстасем Мускав ҫывӑхӗнчи Жуковски хулинче пухаҫҫӗ. Ҫак композицине ятарлӑ комисси чи ӑнӑҫли тесе палӑртнӑ. Конкурса вара тӗрлӗ тӑрӑхри 9 пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑннӑ пулнӑ. Владимир Порфирьевич Семён Ислюкова пурӑннӑ чухнех лайӑх пӗлни ҫак кӳлепене ҫапла чун кӗртме пулӑшнӑ та. 80-мӗш ҫулсенче Мускаври Суриков ячӗллӗ института пӗтерсе таврӑнсан ҫамрӑк ӳнерҫе Ислюков хӑй те тӗрев панӑ.

Семен Ислюков 17 ҫул Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашӗн Президиумӗн председателӗ тата РСФСРӑн Аслӑ Канашӗн Президиумӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ. Унӑн витӗмне кура Чӑваш Енре ҫӗнӗ заводсем хута кайнӑ. Семён Матвеевич пуҫлӑхсемпе кӑна мар, ахаль ҫынсемпе те ҫывӑх пулнине шута илсе палӑк постаментне те ҫӳллӗ тӑвас темен скульптор.

Скульптура пайӗсене маҫтӑрсем ҫитес кунсенче шӑратса сыпаҫҫӗ. Шупашкарта ӑна раштавӑн 15-мӗшӗччен лартмалла. 

Алексей Енейкин, Виктор Степанов