Ҫитес 5 ҫулта Трак тӑрӑхӗнче 20 инвестици проекчӗ пурнӑҫа кӗртмелле

Чӑваш Правительствин пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов ертсе пыракан ушкӑн "Уҫӑ калаҫу" проектпа килӗшӳллӗн Красноармейски тӑрӑхӗнче пулчӗ. Унта вӗсем округ аталанӑвне тата малашнехи тӗллевсене халӑхпа пӗрле сӳтсе яврӗҫ. 

Правительство пайташӗсем малтанах Красноармейскинчи вӑтам шкулти агрокванториум ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ. Ӑна нумай пулмасть уҫнӑ пулин те кӑтартӑвӗсем аван. Ачасемпе вӗрентекенсем пӗрле тӑрӑшнипе тӗрлӗ пахча-ҫимӗҫпе ӳсен-тӑран, вӑл шутра чечексем ҫитӗнтереҫҫӗ. Халӗ вара шкулта агроинженери енӗпе пӗлӳ илмелли  ятарлӑ класс хута ячӗҫ. Ӑна "Агропромышленность комплексӗнчи кадрсем" федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ лаптӑкӗ малашне тата ытларах ачана ял хуҫалӑх профессийӗсемпе паллаштарма май парӗ.

Округ аталанӑвне сӳтсе явма тата малашнехи тӗллевсене палӑртма Правительство ушкӑнӗ Упи ялӗнчи культура ҫуртне пухӑнчӗ. 2030-мӗш ҫулччен Красноармейски тӑрӑхӗнче 20 инвестици тата 110 инфратытӑм проекчӗ пурнӑҫа кӗртмелле. Хальхи вӑхӑтра Красноармейскинче культура ҫурчӗ хӑпартаҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче тӑватӑ шкулпа икӗ ача садне юсаса ҫӗнетнӗ. Ял хуҫалӑхӗнчи кӑтартусемпе те округ малтисен ретӗнче. Сергей Артамонов ҫурт-йӗр тӑвассине вӑйлатма хушрӗ. Пурӑнмалли хӑтлӑ майсем пулсан яла юлакан ҫамрӑксен шучӗ те ӳсессине палӑртрӗ. 

Красноармейскисене ытларах ҫул-йӗр тӑвас, ялсене хӑтлалатас, шывпа тивӗҫтерес ыйтусем пӑшӑрхантарчӗҫ. Сергей Артамонов вӗсене пурне те шута илме шантарчӗ. Канашлура Трак ен аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисене Тав хучӗсемпе чысларӗҫ. Малалла та хастар ӗҫлеме вӑй-хал  сунчӗҫ.

Оксана Верликова, Сергей Емельянов