Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раҫҫейре Халăх пĕрлĕхĕн кунӗпе пӗрлех Турă Амăшĕн Хусанти таса сăнĕн кунне те уявларĕç

1612 çулта Кузьма Минин купсапа Дмитрий Пожарский кнеҫ халăх ополченине пухса вырăс çĕрне поляксенчен ирĕке кăларнă. Халăх çарĕпе пĕрле Мускава çитичченех Турă Амăшӗн Хусанти таса сăнĕ пулнă. Çак пулăмсемпе çыхăннă та ĕнтĕ икĕ уява пĕр кунта паллă тăвасси. 

Пирĕн республикăри нумай чиркĕве Турă Амăшĕн Хусанти таса сăнĕ ячĕпе никĕсленĕ. Вĕсенчен пĕри - Шупашкар округӗнчи  Алькеш салинчи чиркÿ. Уяв кунĕнче кунта Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий  кĕлĕ ирттерчĕ. Вăл пухăннă халăха  уявпа саламларĕ, чиркÿ настоятельне Валерий Андреев протоиерее нумай çул Турра ĕçлесе пурăннăшăн тав турĕ.

Савватий владыка пухăннă халăха Турă Амăшĕн Хусанти таса сăнĕн уявĕн пĕлтерĕшĕ пирки аса илтерчĕ. Вĕрентсе каланă сăмахра вара пĕр-пĕрне юратмалли, пĕр-пĕриншĕн кĕлтумалли, çемьери килĕшĕве упрамалли çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ, çакă ытларах хĕрарăмран килнине палăртрĕ. 

Валерий Андреев протоиерей Чăваш митрополийĕнчи чи хисеплĕ священниксенчен пĕри. Кăçал вăл 84 çул тултарчĕ. Алькеш чиркĕвне çынсем Турра кĕлтума çÿренисĕр пуçне Валерий аттепе курса калаçма, унăн вичкĕн те тарăн шухăшлă сăмахне илтессишĕн килеççĕ. 

Турă Амăшĕн Хусанти таса сăнĕн кунĕнче Шупашкарта хĕрес çÿлĕпе утса тухасси йăлана кĕнĕ. Хальхинче те, çанталăка пăхмасăрах,  Турра юрăхлă ĕçе хутшăнас кăмăллă халăх йышлă пухăнчĕ. Введени чиркĕвĕнчен пуçласа  Христос çуралнă ятпа лартнă чиркÿ патне çити çынсем туслăн кĕлтуса, юрласа утрĕç. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Высокопреосвященнейший Савватий молебен ирттерчĕ.

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина