Михаил Игнатьев Чӑваш Ене 2010-мӗшӗнчен пуҫласа 2020-мӗш ҫулччен ертсе пынӑ. Вӑл тӑрӑшнипе 10 ҫул хушшинче республика самай аталаннӑ. Кашни районтах фельдшер пункчӗсем, культура ҫурчӗсем ҫӗклеме пуҫланӑ. Шупашкар вара "Ҫӗнӗ хула" тата ытти пӗчӗк районсемпе пуянланнӑ. Мускав ҫыранлӑхӗ палламалла мар улшӑннӑ. Вил тӑпри умне чечек хума пухӑннисем Михаил Васильевича ырӑ сӑмахсемпе ҫеҫ аса илчӗҫ. Вӑл яланах халӑх асӗнче пулассине палӑртрӗҫ.
Алексей Енейкин