Чӑваш кӗввин фестивалӗн сцени ҫине "Нарспи" опера тухрӗ

Оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш музыкин фестивалӗ пырать. Унӑн программи калама ҫук пуян та анлӑ. Ӑна ятарласа тӗрлӗ ӳсӗмри куракан валли хатӗрленӗ. Ҫак кунсенче театра кӑмӑллакансем "Нарспи" оперӑпа киленме пултарчӗҫ.

Константин Иванов поэми тӑрӑх хайланӑ "Нарспи" спектакле Оперӑпа балет театрӗ 1967-мӗш ҫултанпа лартать. Ҫак постановкӑна 2014-мӗш ҫулта ҫӗнетсе кӑларнӑ. Унтанпа артистсен йышӗ улшӑнса, ҫӗнӗ сассемпе пуянланса пынӑ. Оперӑра Нарспи сӑнарне халӑхсен хушшинчи конкурссен лауреачӗ Алиса Шалгинова калӑплать. Сетнер ролӗнче - Чӑваш халӑх артисчӗ Иван Снигирев.

Тӑван халӑхӑн классикӑлла хайлавӗ пулса тӑнӑ постановкӑра театрӑн пӗтӗм труппи вылять тесен те юрать. Оперӑпа балет ушкӑнӗсем, театрӑн Александр Гриханкин дирижер ертсе пыракан симфони оркестрӗпе хорӗ ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхпа тыткӑнлаҫҫӗ. Ҫакӑ авалхи ялта пулса иртнӗ пулӑма туллин сӑнлама май парать те.

Силпи чӑваш ялӗнче пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ синкер лару-тӑрупа вӗҫленнӗ пулсан та, халӑхшӑн кӑсӑклӑ пулма пӑрахмасть. Куракана вӑл пурнӑҫа хакласа пӗр-пӗрне хисеплесе пурӑнма вӗрентет.

Ҫамрӑксен таса юратӑвне шута хумасӑр пусмӑр айӗнче савман ҫынпа мӑшӑрлантарни пысӑк инкек патне илсе ҫитернӗ те. Ҫапла чӑн туйӑмсене хирӗҫ кайни харӑсах темиҫе шӑпана пӑснӑ. Ҫак чӑнлӑх ҫитӗнекен ӑрушӑн хӑйнеевӗр шухӑшлаттаракан пысӑк урок тейӗн.

Оперӑпа балет театрӗнчи чӑваш кӗввин фестивалӗ ҫитес вырсарникунччен пырать. Гала-концертра тӗнче шайӗнче палӑрнӑ Айдар Гайнуллин баянист хутшӑнмалла. Вӑл каҫ симфони оркестрӗпе пӗрле илемлӗ хайлавсем шӑранӗҫ. Ун умӗн, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче вара сцена ҫине "Аттила" балет тухӗ. Ӑна Андрей Галкин композиторӑн 65 ҫулхи ҫавра ҫулне халалласа лартӗҫ. 

Алексей Енейкин, Виктория Логунова, Виктор Степанов