Чӑваш Енрен ятарлӑ ҫар операци пыракан вырӑна 100-мӗш гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ

Кран-манипуляторпа прицепсем, ӗҫмелли шыв, ӑшӑ тум-тир, апат-ҫимӗҫ, шкул ачисем валли кӗнеке-тетрадь, "типӗ" яшка тата ытти те. Ҫар операцийӗнчи салтаксемпе Запорожье облаҫӗнчи Бердянск округӗнче пурӑнакансем валли республикӑран черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ. Ӑна Чӑваш Правительстви, "Пӗрле" фонд, предприятисемпе организацисем тата волонтерсем пулӑшнипе пуҫтарса хатӗрленӗ. 

Виҫӗ ҫар чаҫӗ валли пурӗ 20 тонна брикет,  20 пин ытла пӗчӗк газ баллонӗ, 4 квадрокоптер тата портативлӑ электростанци хатӗрленӗ.  Вӗсем салтаксене яланах кирлӗ. Уйрӑмах - хӑватлӑ техника. Ҫавӑнпа 1 бронемашин тата ҫулсӑр вырӑнта та ҫӳреме пултаракан 4 автомобиль ҫара ӑсатрӗҫ. Ҫӗрпӳпе Вӑрнар тӑрӑхӗсенчи волонтерсем 120 хӳтлӗх карри, строительство материалӗсем тата ҫӗрулми кӳрсе килнӗ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ку - Чӑваш Ен ҫар операцине ӑсатакан 100-мӗш гуманитари пулӑшӑвӗ пулнине каларӗ. Ырӑ ӗҫӗ хутшанакансене тав турӗ. Хастарсен йышӗнче Шӑмӑршӑ, Патӑрьел тата Елчӗк тӑрӑхӗсенчи волонтерсем те.  

Запорожье облаҫӗнчи Бердянск округӗнчи ача сачӗсемпе шкулсем валли те чылай япала пухнӑ: теттесем, чуччусем, сӗтел-пукан, кӗнеке-тетрадь, ручка-кӑранташ тата ытти те. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров каланӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫре уйрӑмах техникумсемпе колледжсем пулӑшнӑ. Халӑх фрончӗ те хастар. 

Гуманитари пулӑшӑвӗ тиенӗ пӗр машинпа ҫула республикӑри ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Юрий Богданов ҫула тухрӗ. 

Алена Артемкина, Вадим Владимиров