Чӑваш Енрен 55-мӗш хут хамӑр салтаксем патне гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ

Йывӑр тиевлӗ машинсенче техника та, строительство материалӗсем те, апат-ҫимӗҫ те. Ҫавӑн пекех пирӗн республика хӑй хӳттине илнӗ ҫӗре кирлӗ таварсем ячӗҫ. 

Республикӑри предприятисем, Улатӑр, Йӗпреҫ, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗсем, волонтерсен ушкӑнӗсем хальхинче те ҫине тӑрса хамӑр хӳтӗлевҫӗсене кирлӗ япаласем пуҫтарнӑ. Милӗк, ҫӗрулмирен пуҫласа пысӑк техника, генераторсем таранах. Пурӗ 10 миллион тенкӗлӗх тиев инҫе ҫула тухса кайнӑ. Машинсене чӑваш полкӗ тата Запорожье тӑрӑхӗнчи 3 ҫар чаҫӗ кӗтсе илӗ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗрлехи пысӑк ӗҫе тӳпе хывнисене тав турӗ. Тӗрлӗ батальонпа ҫирӗп ҫыхӑнура тӑракан волонтерсем те пур республикӑра. 74-мӗш штурм бригадине пулӑшса тӑракан ушкӑн салтаксене кирлӗ япаласемпе тивӗҫтерсех тӑрать. 

Ялсенче, тӗрлӗ учрежденире пӗрле пухӑнса хӳтлӗх каррисем ҫыхасси, дронсенчен хӳтӗлекен плащсем ҫӗлесси, апат-ҫимӗҫ пухасси - ҫирӗпленсе ҫитнӗ йӑла. 

"Фронтра хӗрӳ ӗҫ пынӑ вӑхӑтра тылрисен те хастарлӑха чакармалла мар", - теҫҫӗ гуманитари пулӑшӑвӗ пухас ӗҫе хутшӑнакансем. 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров