Тури Чакӑри культура керменӗнче "Ырӑ хыпар" журнала ҫырӑнакансен уявӗ пырать. Залра вара ытларах Аслӑ Чемен ялӗнче пурӑнакансем пухӑннӑ. Шӑпах чеменсем ҫак журнала пуринчен ытла ҫырӑнакансем шутланаҫҫӗ.
2016-мӗш ҫулта Варнава митрополит пиллӗхӗпе тухма пуҫланӑ журнала пӗр улшӑнмасӑр 10 ҫул Вера Савельева журналист хатӗрлесе пырать. Пӗр сиктермесӗр кашни уйӑхрах ҫӗнӗ номер тухса тӑрать.
Сӑмах май, "Ырӑ хыпарӑн" тиражӗ 4 пинрен те иртнӗ. Ӑна халӗ кашни ял-хуларах курма пулать. Журнала чиркӳре туянакансемпе ҫырӑнса илекенсем кашни кӑларӑма тенӗ пекех ытти тӑрӑхри регионсене те ӑсатса тӑраҫҫӗ.
"Ырӑ хыпар" чӑвашла тухса тӑнӑран тӑван чӗлхе аталанӑвӗнче те пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Ҫавӑн пекех вӑл вулаканӑн чунне ҫывӑх.
Журнал редакторӗ Вера Савельева хӑйӗн вулаканӗсемпе пӗрле тӑтӑшах сӑваплӑ вырӑнсем тӑрӑх паломничество ҫӳревӗсене те тухса ҫӳрет. Халӑхӑн тавракурӑмне ӳстерсе чунпа пуянланма пулӑшать.
Ҫак савӑнӑҫ Вера Мефодьевнӑна хӑйне те хавхалану парать. Хӑй ҫине илнӗ пысӑк яваплӑха малалла та тивӗҫлӗн пурнӑҫласа пыма вӑй-хӑват хушать.
Чӑваш Енре тӑван чӗлхепе тухса тӑракан пӗртен-пӗр православи журналӗ 10 ҫул тултарнине халалланӑ уява хаваслӑ концерт илемлетрӗ. Пухӑннисене Александр Васильевпа Альбина Пӑрчӑкан юрӑҫсем чи илемлӗ юррисемпе савӑнтарчӗҫ.
Алексей Енейкин








