"Эсир тата сирӗн ывӑлӑрсем - пирӗн ҫӗршыв вӑйӗн никӗсӗ, шанчӑклӑ пуласлӑхӗ. Мӑнаҫланатпӑр сирӗнпе", - ҫапла саламларӗ пухӑннисене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Залра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ ентешсем те чылай пулчӗҫ. Пӑрачкав тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Александр Климкин капитана Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Указӗпе килӗшӳллӗн 3-мӗш хут Хӑюлӑх орденӗпе чысларӗҫ.
Командир Украина ҫӗрӗнчи Андреевкӑри хирӗҫтӑрура хастарлӑх кӑтартнӑ. Ҫӗршыври "Отцы России" обществӑлла юхӑм 2023-мӗш ҫулта "Салтак ашшӗ" медаль йышӑннӑ. Паянхи кун тӗлне ӑна Раҫҫейри 5 пин ытла паттӑрӑн ашшӗ тивӗҫнӗ. Халӗ ҫак награда Чӑваш Ене те ҫитнӗ. Чыслава Станислав Адикина та йыхравланӑ. Унӑн ывӑлӗ Алексей Адикин сержант хӑрушӑ ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче взвод командирне хӑйӗн кӗлеткипе хупласа вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.
Ҫавӑн пекех уявра Артемий Репкин подполковник, Александр Холкин лейтенант, Максим Кузьмин кӗҫӗн лейтенант, Михаил Исаев кӗҫӗн лейтенант ашшӗсене ывӑлӗсен фронтри паттӑрлӑхӗшӗн сумлӑ наградӑпа чысларӗҫ. Пухӑннисене чуна тивекен юрӑ-ташӑран пухса хатӗрленӗ концерт парнелерӗҫ.
Алиса Александрова, Антонина Капитонова, Виктор Степанов