Пирӗн ҫӗршывра тыл яланах фронтӑн ҫирӗп тӗревӗ пулнӑ. Ҫак ҫыхӑну халӗ халӑхӑн пӗрлӗхне те вӑйлатать. Республикӑра пурӑнакансем мӗнпур ҫӗршыври пекех ҫарти салтаксем патне куллен тонни-тоннипе пулӑшу ярса тӑраҫҫӗ. "Пӗрле" фондӑн тӳпи те калама ҫук пысӑк. Пӗрлешӳ тӗрлӗ предприяти хастарӗсене ҫак ӗҫе явӑҫтарса тӑтӑшах пысӑк партисемпе фронта пулӑшу ӑсатать. 80-мӗш гуманитари конвойне те кӗске вӑхӑтрах пухнӑ. Унта республикӑри вӑрман хуҫалӑхӗсемпе фермерсем, пылак ҫимӗҫ, шыв тата ытти тӗрлӗ хатӗр кӑларакан предприятисем хутшӑннӑ. "3-мӗш Стройтрест" вара салтаксене валли хӑватлӑ машинсем хатӗрленӗ.
5 фургонти тиев виҫи 100 тоннӑпа танлашать. Ӑна ҫак кунсенче 5 ҫар чаҫне илсе ҫитермелле. Ырӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа хутшӑнакансене Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Олег Николаев тав турӗ.
Ҫар операцийӗ пыракан регионсене Чӑваш Епархийӗ те ҫывхарса килекен Мункун ячӗпе икӗ пин ҫурӑ кулич парса ячӗ. Ҫак кунсенчех республика тепӗр ҫар чаҫне икӗ фурӑпа дронсенчен хӳтӗленме пулӑшакан 50 ҫухрӑм тӑршшӗ сетка илсе ҫитермелле.
Алексей Енейкин, Святослав Петров








